Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Сăвă çырать, юрлать, ашшĕ-амăшне савăнтарать

03 мая 2017 г.

 Кашни ача пушă вăхăтра хăйне киленĕç тупать. Алă ĕç ăстисем çыхаççĕ, çĕлеççĕ, тĕрлеççĕ, компьютер умĕнче тĕрлĕ вăйă вылякан та пур. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Мария Воробьева вара уроксенчен пушансан сăвăсем, юмахсем çырма юратать. Çак туртăма унăнне чи малтанах амăшĕ _ Галина Николаевна _ асăрханă. Сăмах май, вăл хăй те мĕн пĕчĕкренех поэзи тĕнчипе туслă, анчах хайлавĕсене çын валли мар, чунĕшĕн шăрçалать.

_ Пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне эпĕ сăвă çыртăм, ăна аннене вуласа патăм. Вăл мана мухтани тата хавхалантарчĕ. Кĕçĕн класра ăс пухнă вăхăтрах чăваш наци радиовĕ ачасем хăйсем шухăшласа тупнă юмахсен конкурсне ирттерчĕ. Унта хутшăнтăм, тăрăшса ĕçленине кура ман юмаха эфирта вуласа пачĕç. Паян мана поэзи вăрттăнлăхĕсене пĕлме вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен Галина Ильинична Шаймина пулăшать, _ тет хальхи вăхăтра 8-мĕш класра ăс пухакан Мария.

"Çăкăр" музей йĕркеленĕ тупăшура та Козловка хĕрĕ "Çулталăкри чи лайăх поэт" номинацие тивĕçнĕ. Районти "Авангард" хаçат редакцийĕ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа сăвă çырма тата вулама юратакансене пухнăччĕ. Унта Мария вăрçă пирки çырнă сăввипе савăнтарчĕ. Нумай пулмасть М. Воробьева хăйĕн пултарулăхне республикăри шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕ пуçарнă "Манăн çемье йăли-йĕрки" конкурсра тĕрĕсленĕ. Çамрăк пике "Ман çемье пурнăçĕнчи йăла-йĕрке: иртни тата хальхи" номинацире иккĕмĕш вырăна тухнă, диплома тивĕçнĕ.

Мариян пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраканскер юрлама питĕ юратать. Ялти культура сцени çинче ăна час-часах курма пулать. "Çуталакан çăлтăрсем" конкурсра вăл Туçа ен чысне Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче хỹтĕ-ленĕ. Çавăн пекех шахматла та питĕ ăста вылять.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика