28 апреля 2017 г.
Район çуллен хитреленсе те илемленсе пырать: çуртсем çĕклеççĕ, парксене çĕнетеççĕ... Çавăн пекех çуркуннерен пуçласа мĕн хура кĕркуннечченех Патăрьелĕнчи кашни предприяти-организаци, лавкка, кафе умĕнче тĕрлĕ чечек-курăк куçа илĕртет.
Кепе юхан шыв ("Юность" кафе çумĕнче) хĕррипе ỹсекен кукăр-макăр йывăçсем тата унти санкцилемен çỹп-çап куписем вара çак илеме пăсатчĕç. Пĕлтĕр кунта çырана тасатма пуçларĕç, пĕрлех хăвасене, пур çĕрте те тымар яракан вĕренесене тата ыттисене те касрĕç, çум курăка çăлчĕç. Кам хушнипе? Мĕн тăваççĕ? Çак ыйтусем район центрĕнче пурăнакан чылай çынна канăçсăрлантарнине шута илсе Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕпе Н. Ялуковпа тĕл пултăмăр. Николай Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, кунта çут çанталăка упрас тата хăтлăх кĕртес тĕллевпе тăрăшаççĕ.
Республикăра кăçал "Обществăлла инфраструктурăна аталантарма вырăнти пуçарусене тĕпе хурса йĕркеленĕ проектсене реализацилесси" программа ĕçлесе кайрĕ. Патăрьел ял тăрăхĕ шăпах çавăнта хутшăнса Кепе юхан шыв хĕррине кану вырăнĕ тума палăртнă. Проектпа килĕшỹллĕн кунта культурăллă канма пур услови те пулать. Уçăлса çỹреме тротуар сармалла, йывăçсемпе тĕмсем лартмалла, ларса канмашкăн саксем вырнаçтармалла. Çавăн пекех çырана та çирĕплетмелле.
_ Кепе шывĕ хĕррине пыма май çукчĕ. Тĕрлĕ йывăç ỹсни- сĕр пуçне ăпăр-тапăр нумай выртнине пурте курнă. Хамăр пурăнакан тăрăха илемлетес, хăтлăх кĕртес тĕллевпе республикăри проекта хутшăнма шут тытрăмăр. Район центрĕ илемленни пуриншĕн те _ аслисемшĕн те, ачасемшĕн те, хăнасемшĕн те _ лайăх тесе шухăшлатпăр, _ терĕ Н. Ялуков ыйтăва уçăмлатса.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)