25 апреля 2017 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне, классем хушшинчи туслăха çирĕплетес, харсăрсене палăртас шутпа çурхи кросс йĕркелерĕмĕр. Вĕренекенсем ултă ушкăна уйрăлса ăмăртрĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем уйрăмшарăн хăйсен этапĕсенче старта тухрĕç.
5-7 классенчи хĕрачасенчен В. Трифонована çитекенни пулмарĕ, вăл финиш йĕрне пĕрремĕш касрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Е. Туктинапа С. Кальметова пайларĕç. Çак ушкăнри яшсем 1000 метрлă чупура çаврăм хыççăн çаврăм турĕç. Стартранах А. Ляллин кăтартуллă хускалса малран-мала чупса, юлташĕсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Кĕçĕнрех пулин те Ф. Трифонов финиша иккĕмĕш кĕчĕ. А. Никоновăн виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.
8-9 классенчи хĕрсем старта тăрсан А. Сельцова хăйне тыткалани, хусканусем туни килĕшỹл- лĕ пулчĕ. Настя пĕчĕкренех чупма юратать. Çавна май ыттисене хыçа хăварса, малран-мала ыткăнса финиш йĕрне пĕрремĕш касрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Е. Тихоновапа А. Пизенева пайларĕç.
Каччăсем старта тăрсан çанталăк пăсăла пуçларĕ. Çавах çурхи çумăр ачасене кансĕрлемерĕ. Пĕринчен тепри вăйлăрах чупма пикенчĕç. Н. Мазякова çитекенни пулмарĕ. П. Музяковпа М. Журавлев вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Аслă классенчен А. Галкина, Д. Дюкина, К. Козлова, Н. Хурамаев, А. Шаймин, А. Данилов малти вырăнсене тухма пултарчĕç. Çывăх вăхăтра хаваслă стартсем кĕçĕн классем хушшинче пулмалла.
В. АНТИПОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)