21 апреля 2017 г.
Чăваш, Удмурт, Марий Эл, Тутар Республикисен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, районăн хисеплĕ çынни Юхма Мишши писатель çак кунсенче пирĕн районта пулчĕ. Çавна май район администраци пуçлăхĕпе Р. Се- ливановпа курнăçрĕ. Рудольф Васильевич ентеше район 90 çул тултарнине мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнипе тата умра тăракан задачăсемпе паллаштарчĕ. Тĕл пулура çавăн пекех тăван чĕлхене, унăн йăли- йĕркине упраса пырас ыйту та çĕкленчĕ.
Кăçал А. Талвир писатель çуралнăранпа 108 çул çитрĕ. Çакна вырăна хурса Юхма Мишши Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула ачасемпе, вĕренте- кенсемпе тĕл пулăва килчĕ. Хăнасене шкулта çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Алексей Филиппович Талвир 1909 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Аслă Патăрьел (халĕ Патăрьел) ялĕнче çуралнă. Первомайскинчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă. Тĕп издательствăн чăваш секцийĕнче, СССР писательсен союзĕн комсомол организацийĕн секретарĕнче, ВЛКСМ Центральнăй комитечĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вара взвод командирĕ, рота политрукĕ, "Комсомольская правда" хаçат политрукĕ пулнă. Демобилизациленнĕ хыççăн "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн тĕп корреспондентĕнче ĕçленĕ. Чăваш Енри писательсен союзĕн правлени- йĕн председателĕ пулнă. 1979 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Алексей Талвир шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сăвăсем, калавсем çырнă. Вăрçă хыççăн вара вуншар калав-повеçрен тăракан кĕнекесем кăларнă. "Пăва çулĕ çинче", "Никĕс", "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн", "Атăл тăрăх çил вĕрет", "Эсĕ инженер пуласшăн", "Йăнăш" тата ытти произведенийĕсем халăхăн кун-çулне яр уççăн çутатаççĕ, çĕр ĕçченĕн пурнăçне ытларах сăнлаççĕ. Вĕсем библиотекăсен фончĕсенче те пур. Писатель пурнăç уттипе утни, самана сыв-лăшĕпе сывлани сисĕнетех. Çавăнпа Талвир произведенийĕ- сем чылай çынна çывăх. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн творчествине чăвашсемпе вырăссем çеç мар, акăлчан, француз, нимĕç, пăлхар, чех критикĕсем те пысăка хурса хак панă.
"Пурнăç кăлăх пулмасассăн вилсен те пурăнать этем",_ тенĕ чăваш халăх поэчĕ В. Митта. Çак сăмахсен чăнлăхне паянхи кун та çирĕплетме пулать. Алексей Филиппович ячĕпе урамсем хисепленеççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула та 1989 çулта А. Талвир ятне панă.
Михаил Николаевичпа Алексей Талвир писательсен кĕнекисенчен выставка хатĕрленĕ. М. Чернова вĕрентекенпе К. Козлова юрăсем шăрантарчĕç. Вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç. Илемлĕ чăваш ташшине ташларĕç. Шкулта шăпах чăвашлăха упракансем ĕçленине, вĕреннине палăртмасăр чăтаймарĕ Михаил Юхма. Хăйĕн сăмахĕнче Алексей Филиппович кун-çулĕпе чупса иртсе ентешĕн ырă ĕçĕсене палăртрĕ.
_ Пирĕн вăхăтри писательсемшĕн нумай лайăххине тунă А. Талвир. 1953 çултанпа чăваш писателĕсен союзне ертсе пычĕ. "Тăван Атăл" журналпа тухма тытăнчĕ. "Ялав" библиотекине йĕркелерĕ... Мускаври "Комсомольская правда" хаçатăн музейĕнче А. Талвир пурнăçне çутатакан 2 стенд пурри мĕне тăрать. Ĕçĕ вилĕмсĕр унăн,_ терĕ.
Чăваш культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакансене Талвир ячĕпе хисепленекен премине парса чыслаççĕ. Ку хутĕнче ăна "Благодать" кооператив ертỹçи И. Марышкин тивĕçрĕ. Игорь Михайлович культура ĕçченĕсене, уйрăмах çыравçăсене сахал мар пулăшса пырать. Авалхи пăлхар чăваш паттăрĕсен йăхĕнчен вăл. Михаил Николаевич çакна çирĕплетекен диплома И. Марышкина парса чыс турĕ.
Ентеш писателĕн хăйĕн кун-çулĕ те интереслĕ, пуян. Тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те роман çине роман калăплать. Вĕсенче чăваш халăх историйĕн чи паллă тапхăрĕсене сăнлать. Мĕн чухлĕ сăввинчен юрă хывман-ши тата! Ытларах А. Асламас, Ф. Лукин, Ю. Кудаков тата ыттисем кăмăлланă вĕсене. Халăх паянхи кун та кирек хăшне те юратса итлет.
Ачасен чылай ыйтăвне тулли хурав пачĕ Михаил Николаевич. Кĕнекепе туслă пулма ыйтрĕ. Пуш алăпа та килмен вĕсем тĕл пулăва. ЧР писательсен Союзĕ тата "Аттил" издательство пичетлесе кăларнă 310 кĕнекене парнелĕх илсе килнĕ. Вăл шутра "Нарспи", "Куккук куççулĕ", "Вăрманти уяв", "Асамат кĕперĕ", "Чун чĕре ăшши", "Вĕçен кайăк пулас терĕм"... тата ыттисем те пур. Пурĕ 47 тĕрлĕ кĕнеке. Вĕсене алла илнĕ майăн В. Думилина шкул директорĕ Михаил Юхмана, Игорь Марышкина тав турĕ. Çитĕнекен ăру кĕнекесене библиотекăран илсе вуласса шанса тăнине каларĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)