Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Телейне чăвашра тупнă

18 апреля 2017 г.

Район центрĕнчи "Сказка" ача садĕнчи С. Романова воспитательница хăйсен ушкăнне çỹрекен шăпăрлансене пĕрне çупăрласа, тепĕрне юратса, виççĕмĕшне ыталаса кĕтсе илет...

_ Кĕçĕн ушкăна пирĕн пата 20 ача ытла килет. Кашнийĕ кăмăлĕ- пе тĕрлĕрен. Пĕрисен "çумăр пĕлĕчĕ" час сирĕлесшĕн мар. Теприсем часах çаврăнаççĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупас пулать,_ тет ачасене садике ирпе йышăнса пĕтернĕ май Светлана Николаевна.

С. Романова _ Вологодск облаçĕнчен. Ачасемпе 19 çултах хăйĕн шăпине çыхăнтарнă. 8 класс хыççăн хĕр педагогика училищĕне çул тытнă. Алла специальность илсен тỹрех ĕçе вырнаçнă. Унтанпа çул хыççăн çул черетленнĕ. Ĕç ăсталăхĕ вара ỹссе çеç пынă.

Патăрьелне килсе тĕпленни те нумаях мар. Кунти ача садĕнче вара мĕн уçăлнăранпах ĕçлет. Пĕр ушкăн çитĕнтерсе шкула ăсатнă. Халĕ вĕсем Патăрьелĕн- чи пĕрремĕш вăтам шкулăн иккĕмĕш класне çỹреççĕ. Класс ертỹçи Е. Маркиданова воспитателе кашни курмассерен шанчăклă ачасем хатĕрлесе панăшăн ăшă сăмахсем каласа савăнтарать.

Воспитательница ачасен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупса вăй хума тăрăшать. Вĕсемпе кварталта пĕрре пухусем ирттерет.

_ Ачасен ашшĕ-амăшĕ ырăпа çеç аса илеççĕ. Йĕркеллĕ çиме, кашăк тытма та хăнăхайманскерсене илсе килетпĕр те пур ĕçе те хăйсен çулне кура пурнăçлама вĕрентетĕр, _ тет çак ушкăна ачине çỹреттернĕ Н. Замкова.

Ăнăçу тавракурăма анлăлатмасăр, пĕлĕве ỹстермесĕр пулмасть. Чăваш ене килсессĕн С. Романова куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче педагог-психолога вĕреннĕ.

Воспитани ĕçĕнче хăш енĕпе ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртса çавра сĕтел хушшинчи калаçусем йĕркелет педагог. Унта амăшĕсене консультацисем парать. Лара-тăра пĕлмен е вырăнтан хускалма ỹркенекен ачасемпе хăй мелĕпе ĕçлеме пĕлет воспитательница. Пĕрисем патне физкультура занятийĕсенче ытларах тимлĕх уйăрать, теприсемпе сĕтел хушшинче вăрахрах ларать. Коллектив шанăçне çĕре ỹкермерĕ Светлана Николаевна. Районти конкурс çĕнтерỹçи пулчĕ. Жюри членĕ-сем специалист çĕнĕ технологипе мастер-класс ирттернине те пысăка хурса хакларĕç. Шкул çулне çитменнисемшĕн кинезиологи усăллă пулнине те витĕмлĕ кăтартрĕ С. Романова.

Вырăс пулин те чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, унăн чĕлхине кăмăллать. Ушкăнра чăваш, тутар наци тумĕсемлĕ пукане-пикесем _ интернационалла туслăх палли. Мĕн тери илĕртỹллĕ вĕсен çи-пуçĕ. Ачасене кашни тумĕпе тĕплĕнрех паллаштарма вара И. Митрофанова кĕçĕн воспитательница пулăшать.

Маларах çĕвĕçре ĕçленĕскер, кирек хăш пукане валли те самантрах хитре кĕпе çĕлесе тăхăнтартма пултарать Ирина Владимировна. Малашлăхра вара тата та пысăк тупăшу кĕтет С. Романовăна. Унăн район чысне республикăра хỹтĕлеме тивет. Ăнăçусем сунатпăр ăна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика