Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пурнăçланнă ĕмĕт

04 апреля 2017 г.

Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарне кайсан çак территоринче вырнаçнă "Дружба" столовăйне кĕрсе курнах ĕнтĕ эсир. Хăвăрпа чун-чĕрине уçса тараватлăн калаçакан чипер, кăмăллă хĕрарăмпа та сăмах хушнах пуль. Аслă повар пулăшуçи Зоя Александровна Мамуткина апатланма кĕрекенсене яланах ăшшăн кĕтсе илет, вĕсен ыйтăвне хăвăрт тивĕçтерет.

Аслă Чементи Мавра Игнатьевнăпа Александр Васильевич Антоновсен туслă çемйинче 1950 çулта çутă тĕнчене килнĕскер мĕн пĕчĕкренех поварла "выляма" юратнă Зоя. Хăйăр купи çинче чакаланнă чухнех хăйĕн пек хĕрачасемпе "пăтă" пĕçернĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕрен Зоя ачаранах килте апат-çимĕç хатĕрлеме юратнă. Икерчĕ-и, капăртма-и, кукăль-и _ пурте тутлă пулнă унăн.

Сакăр класс вĕреннĕ хыççăн хĕрача пĕр хушă уй-хир бригадинче ĕçленĕ: утă-улăм турттарнă çĕре хутшăннă, çум çумланă, йĕтемре тырă тасатнă, кĕлете кĕртнĕ. Аслăрах çулхи хĕрарăмсем пĕве кĕрсе пыракан хĕрĕн ĕçченлĕхне ун чухнех сăнанă. Кирек мĕнле ĕç те Зоя аллинче вĕресе çеç тăнă.

Шăпах 19 çулта чухне куç хывнă та ăна Сител каччи Николай Мамуткин. Часах çамрăксен туй пулнă.

1976 çулта Зоя Александровна ачаран ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне пурнăçланă. Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятине ĕçе вырнаçнă. Малтанах кондитер цехĕнче кукăль, булка, çăкăр пĕçернĕ. Канăçсăр хĕрарăмăн ĕçри хастарлăхне пуçлăхсем асăрхамасăр тăма пултарайман. Ăна столовăйне куçарнă. Неля Мазякова аслă повар пулăшса вĕрентсе пынипе ĕç ăсталăхне хăвăрт хăнăхнă. Çавăнтанпах вăл кунта пĕр улшăнмасăр хăйне тивĕçлĕн йышăннă коллективра вăй хурать.

_ Зоя Александровнăран питĕ тĕлĕнетĕп,_ тет унпа пĕрле ĕçлекен Т. Воробьева аслă повар. _ Кулинари ăсталăхĕ çав тери пысăк унăн, мĕн пĕçерме тăрать, çавă тутлă та техĕмлĕ пулса тухать. Менюри кирек мĕнле блюдăна та пысăк ăсталăхпа хатĕрлет. Чĕлхỹне çăтса ярăн. Меню пуян: тĕрлĕрен салат, винегрет, пăрçа, купăста яшки, какай шỹрпи, борщ, ăшаланă пулă, пĕвер, бифштекс, котлет, бестрогоноф, зразы, эскалоп, чăх какайĕ, поджарка яланах пур. Унсăр пуçне тĕрлĕрен кукăль, пицца та пĕçереççĕ. Кунта тĕрлĕ уяв, юбилей, туй та ирттереççĕ.

Мĕн пур япалан, çав шутра апат-çимĕçĕн те, хакĕ ỹснĕ май столовăйне çỹрекенсен йышĕ те чакса пырать. Çавăнпа та кунта ĕçлекенсен çаврăнăçуллăрах та кăмăллăрах пулма тивет. Поварсем те, вĕсене пулăшакансем те çакна лайăх ăнланаççĕ, апатланма кĕрекен кашни çыннах ăшă кăмăлпа тарават кĕтсе илеççĕ. Район больницине килекенсене апатлантарма каяссине те йĕркеленĕ.

_ Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, теççĕ. Коллектив пысăк мар пирĕн. Эпĕ, З. Мамуткина, Н. Па- дисова тата К. Трофимова буфетчица. Апла пулин те апатланма килекенсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр,_ кăмăллăн калаçать Т. Воробьева аслă повар. Унăн сăмахĕсем тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен "Дружба" столовăйран апат килĕшмесĕр кутăнлашса, хирĕçсе тухса каякансем çукпа пĕрех. Тав тăвакансем вара йышлă. Çакăнта Т. Воробьева аслă поварпа З. Мамуткина поварăн  тỹпи уйрăмах пысăк.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика