28 марта 2017 г.
"Авангард" хаçатăн иртнĕ номерĕнче Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнче пурăнакансемшĕн çывăх вăхăтра çул ыйтăвĕ татăласси пирки çыртăмăр. Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи çул та юлашки çулсенче путăк ăшнех путнăччĕ. "Васкавлă пулăшу" машинисем чирлĕ çынна больницăна илсе килнĕ чухне асфальтпа мар, çул айккипе пыратчĕç. Ытти техника пирки те çакнах каламалла. Пĕлтĕрхи ноябрь уйăхĕнче çак çула "Батыревская ДПМК" пĕрлешỹре вăй хуракансем Патăрьел ял тăрăх бюджечĕн укçипе юсарĕç. Анчах кăштахран шăтăксем татах курăнма пуçларĕç, çавна май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата унăн çумĕ, строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕ Н. Краснов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков вырăна кайсах çул пахалăхне тĕрĕслерĕç. "ДПМК Батыревский" пĕрлешỹ директорне Ф. Пукачева та чĕнчĕç. Ĕçе тивĕçлĕ шайра туманнине, норма ыйтнине тивĕçтерменнине палăртма нимле хушма прибор та кирлĕ пулмарĕ. Пурте куç умĕнче. Район ертỹçи ун чухне кашни çула тĕрĕслесех тăрассине, çиелтен çеç вăй хуракансене çирĕп явап тыттарассине пĕлтерчĕ. Ф. Пукачев çуркунне асфальта тепĕр хут тĕплĕн юсама сăмах пачĕ.
Чăнах та, Хĕл Мучи строительсен йăнăшне вăхăтлăха "тỹрлетрĕ". Юр кайсан вара иртнĕ çулхи шăтăксем татах çиеле тухрĕç. Хаçат редакцине Мир урамĕнчи çул пирки вулакансем те шăнкăравласа хăйсен кăмăлсăрлăхне палăртрĕç. Халăха хумхантаракан ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕпе Николай Ялуковпа курнăçрăмăр.
_ Мир урамĕнчи çул ыйтăвне манăçа кăларман. "ДПМК Батыревский" çак çула, унăн тăршшĕ 300 метра яхăн, тунă чухне тăватă çула гаранти панă, çакăнпа килĕшỹллĕн пĕрлешĕве претензиллĕ çыру çырса патăмăр, _ терĕ Николай Геннадьевич. Ыйтăва пайăрлатас тĕллевпе "ДПМК Батыревский" ертỹçипе Ф. Пукачевпа та телефонпа çыхăнтăмăр:
_ Патăрьел ял тăрăхĕ ку çула юсасси пирки пирĕн пата çырупа тухнă. Эпир хамăр йăнăша тỹрлетме хирĕçлеместпĕр. Мир урамĕнчи çула июнĕн 10-мĕшĕччен хамăр шутран тепĕр хут юсатпăр. Çанталăк тата ытларах ăшăтсан, май уйăхĕнче, строительсем ĕçе пикенеççĕ.
Район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н. Краснов çул-йĕр тăвакансен ĕçне малашне çирĕп тĕрĕслесе тăрассине, явапсăррисене пуçран шăлманнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, çул-йĕр ыйтăвĕпе çыхăннă тепĕр материалпа тата юсав ĕçĕсен 2017 çулхи графикĕпе çитес номерсенче паллашма пултаратăр.
Вырăссен пĕр классикĕ: "Раççейĕн икĕ тĕрлĕ проблема _ çулсем тата ухмахсем" тенĕччĕ. Çак каларăшран тухма тахçанах вăхăт çитнĕ, çавăнпа та хамăр пурăнакан, утса çỹрекен урамсенче çулсем çатма пек тикĕс, тăвакан çуртсем хăтлă пулччăр тесен халăхăн та тăрăшмалла. Çитменлĕхсене курсан район администрацине, хаçат редакцине кĕрсе тухма, шăнкăравлама пултаратăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç район тата та ытларах илемленĕ, çынсен пурнăçĕ лайăхланĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)