24 марта 2017 г.
Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ еннелле тăсăлакан путăк-шăтăк çула юсас ыйтăва çивĕчлетсе кунта пурăнакансем темиçе суйлав та ирттерчĕç. Тĕрĕссипе ятарлă кампани вăхăтĕнче е пĕр депутат, е тепри çак урамра çатма пек çул пуласса шантарчĕ... Шаннă йăвара кайăкĕ те пулмарĕ тесе пĕтĕмлетмелли çеç юлать. Çак кунсенче вара чăнах та асăннă урамра пурăнакансем (телее, хам та çак урамрах пурăнатăп) "çутта" тухас шанăç çуралчĕ.
Асăннă микрорайонта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе хальхи вăхăтра район муниципалитечĕ "Формирование комфортной городской среды" приоритетлă проектăн программине ха- тĕрлет. Сăмах май каласан, асăннă проект РФ Патшалăх Думинче "Единая Россия" фракци членĕсен пуçарăвĕпе старт илнĕ. Тĕпрен илсен вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă тĕллевĕсемпе çыхăннă. Проект 2022 çулчченех ĕçлĕ. Çынсен пурнăç условине лайăхлатас тĕллевпе федераллă бюджета 20 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ хывса хăварнă.
Асăннă программăна республикăран Патăрьел районĕнчи Гагарин урамĕнче пурăнакансем кĕме пултарнишĕн савăнса та пĕтерме çук. Ку чăн малтан район влаçĕ республика правительствипе тачă çыхăнса ĕçленин "çимĕçĕ" тесе хаклас килет. Çак кунсенче район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Марат Айзатуллов, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Виктор Ижедеров, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Виктор Львов хутшăннипе Гагарин урамĕнчи патшалăхăн 2,4,6,8 çурчĕсенче пурăнакансем пĕрлехи пухура проект программине пăхса тухрĕç. Район администраци пуçлăхĕн мартăн 13-мĕшĕнчи 174-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн программăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе тĕрĕслесе, ĕç мĕнле пынине йĕрлесе тăрас тĕллевпе обществăлла комисси туса хунă. Унăн председателĕ _ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Çакна та палăртса хăвармалла: программăна пурнăçа кĕртмелли тĕп принцип _ кунта пурăнакан кашни çемье çак ĕçе хăйĕн вăйне, тỹпине хывасси. Урăхла каласан, строительсене кар тăрса пулăшмалли, ĕçлемелли самантсем нумай пулаççĕ. Пухура граждансем çак условипе пĕр саслăн пулса килĕшрĕç. Асăннă урампа çурт-йĕр таврашне хăтлăх, тирпей кỹмелли проект программи чăнах та пуян. Программăна нумай хваттерлĕ çуртсем патне пыракан çулсене юсасси, çурт умĕсене, обществăлла территорисене çутăпа, саксемпе, урнăсемпе тивĕçтересси, ача-пăча площадкине, автомобиль, çỹп-çап пуçтармалли контейнерсем лартмалли вырăнсене тăвасси те кĕрет. Урăхла каласан, Гагарин микрорайонĕ кăçал тăван районăмăр 90 çул тултарнă тĕле чăнласах та хулари урамсенчен кая пулмĕ.
А. ЕГОРОВА.
Шухăш
Н. МАКАРОВА, ĕç ветеранĕ: _ Пирĕн нумай-нумай çулхи çивĕч ыйтăва татса пама пулăшнăшăн, ял гражданĕсен пурнăç условине лайăхлатассишĕн тĕллевлĕ те конкретлă ĕçленĕшĕн район администраци пуçлăхне Рудольф Селиванова тата ЧР строительство министрне Владимир Михайлова тав сăмахĕ калатпăр. Пуçăннă ĕç пархатарлă та, сумлă та.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)