14 марта 2017 г.
Çамрăк ăрăва пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕн воспитателĕсем. Вĕрентỹ программипе килĕшỹллĕн куллен ачасене ансат ĕçсене тума явăçтараççĕ.
Çамрăк ашшĕ-амăшĕнчен час-часах: "Мĕнле ĕç хушма пулать-ха çак пĕчĕк ачана? Ỹс- сен те ĕçлеме ĕлкĕрĕ" тенине илтме пулать. Ĕçе юратма, унпа интересленме, хушнине тăрăшса, тирпейлĕ тума вара кĕçĕн ỹсĕмренех пуçламалла. Çавăнпа та воспитательсем ашшĕ-амăшĕ-пе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр. 2-3 çулта чухне вылянă хыççăн теттесене вырăна хума, тумтире майласа çакма, пỹлĕм-ри чечексене шăварма, вĕренỹре усă курнă япаласене илсе килме явăçтармалла. Вăталăх ỹсĕмрисене вара ĕç мелĕсене чухлама, хăй тĕллĕн е ушкăнпа ĕçлеме вĕрентмелле. Аслăраххисене юлташĕсен тăрăшулăхне тĕрĕс хак пама хăнăхтармалла. Аслисен ĕç-хĕлне хисеплеме, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕпе кăсăкланма пĕлни паха.
Çут çанталăкра та ачасем валли вăй çитнĕ таран ĕç пайтах. Кĕркунне воспитательсемпе чечексен вăррисене илеççĕ, тăкăннă çулçăсене пухаççĕ. Хĕлле юр тасатмалли ĕç хатĕрĕсемпе паллашатпăр. Çамрăк йывăçсен вуллисем ан шăнччăр тесе юр купалатпăр. Пирĕн пата юлнă вĕçен кайăксем валли сырăшсем туса апат хурса паратпăр.
Эпир шкул ачисемпе те тачă çыхăнура. Вĕсем кĕçĕннисем патĕнче хăнара пулаççĕ. Асамлă юмахсем кăтартса тĕлĕнтереççĕ. Пỹлĕмсене пĕр-пĕр уява илемлетсе пулăшаççĕ.
Лаша пуласси тихаран паллă, теççĕ. Çавăнпа та ĕç патне туртăнакан ачана хăвăртан сирме ан тăрăшăр.
Н. СОЛДАТОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)