10 марта 2017 г.
Шур кашмаллă хĕл илемĕ кунсеренех куçран çухалса пырать. Урамра çурхи хĕвел пурне те хăйĕн ытамне илни сисĕнет: çурт тăррисенчи хулăн кат-рам юр та ирĕлсе пĕтрĕ, çынсем те хĕл тумĕсене çăмăллисемпе, капăррисемпе улăштарчĕç, унта та кунта кайăксен сассисем те илтĕнеççĕ... Анчах та çуркунне пуçламăшĕнчи мĕн пур илеме тепĕр чухне уйрăм çынсем нĕрсĕрле хăтланни, хамăр пурăнакан, иртсе çỹрекен вырăна çỹп-çаппа тултарса хуни пĕтерет те хурать. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков кĕске калаçура шăпах район центрĕнче пĕрлехи вăйпа урамсене, кантур умĕсемпе таврашĕсене вăхăтра тирпейлесе тăрас, тавралăха хисеп туман çынсене малашне тивĕçлипе айăплас шухăшсене çивĕчлетрĕ те:
_ Çут çанталăк, тавралăх паян пиртен пысăк пулăшу кĕтет. Çакна тĕпе хурсах-тăр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула экологипе çыхăнтарчĕ. Ку ыйтупа вара ятарласа ят панă çулталăкра çеç мар, кашни кунах ĕçлемелле. Çапла тăвас тесен чăн малтан ку таранччен пуçра çи- рĕпленнĕ хамăрăн ăнланулăха, культурăлăха тĕпрен улăштарма тивет. Тĕслĕх илме Тĕмере çити каймастăп. Темиçе кун каялла çеç Советская урамра пурăнакан пĕр çемье тытнă та сухан-севок каяшĕсене çын иртсе çỹ- рекен вырăна, урама кăларса пăрахнă. Малалла ун çуртĕнчен аякра мар сапаланса выртакан купана камăн тасатмалла? Ял тăрăх ĕçченĕсен-и? Тен, депутатсен, старостăсен, уйрăм хастарсен? Халĕ шăпах çынсем путвалсенчен, тĕпсакайсенчен хĕл каçнă пахча çимĕç юлашкийĕсене калчисенчен тасатаççĕ, çĕрнисене суйлаççĕ. Енчен те пурте çак çемье пек хăйĕн хуçалăхĕнче ансат меслетпе "тирпей" тусан Патăрьел район тĕкĕрĕ пулайĕ-и? Сăмах май çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Кирек мĕнле урам, тăкăрлăк вĕçĕ те кил-тĕ- решри ăпăр-тапăра вăрттăн-хĕрт- тĕн пăрахмалли свалка вырăнĕ пулмалла мар. Малашне çакнашкал тирпейсĕрлĕхшĕн кашни преступник (çапла каласан та йăнăш мар пулĕ) явап тытĕ, участок уполномоченнă- йĕпе районти тĕп эколог тата администраци представителĕ çырнă предписанипе административлă штраф тỹлеме тивĕ. Çак шая çитес мар тесен кил хуçалăхĕнче пуçтарăннă кирлĕ мар япаласене михĕсене пуçтарса пырса кашни эрнере урамсемпе çỹрекен "Чистое село" предприятин автомашинине парса ямалла. Çавăн пек чухне çеç тасатнă çĕрте мар, вараламан вырăнта иртсе çỹреме кăмăллă пулĕ.
Вулаканăмăрпа тепĕр самант пирки те уçăлса калаçасшăн. Астăватăр пулĕ, Çĕнĕ çул умĕн эпир район центрне капăр çутăсемпе, эрешсемпе илемлетсе республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Ят-сума çĕре ỹкерес мар тесен пирĕн çуркунне те, çулла та, кĕркунне те хамăр ялăмăр илемне ỹсме çеç пулăшмалла. Çак тĕллевпе кăçал ял тăрăхĕнчи уйрăм хуçалăхсенче, организаци-предприяти умĕсене чечексем, лутра йывăçсем лартса капăрлатас, чечек кăшăлĕсем, ытти тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталас тĕлĕшпе конкурс йĕркелеме палăртатпăр. Шыв-шур типиччен, çĕр пиçсе çитиччен вара пурин те çине-çинех субботниксене кар тухма, çур пикене кăмăлтан кĕтсе илме хатĕрленмелле.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)