28 февраля 2017 г.
Кăçал спорт вăййине тăватă команда _ "Дизель" (механизаторсем), "Комбайн" (комбайнерсемпе водительсем), "Снегоход" (специалистсем), "Метеор" (хирте, фермăра, стройкăра ĕçлекенсем) _ хутшăнчĕç. Ăмăрту февралĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Чи малтанах ушкăнсем пĕр-пĕ- рин хушшинче мала тухассишĕн вылянă. Тăван çĕршыва хỹтĕ- лекенсен кунĕ умĕн, февралĕн 22-мĕшĕнче, пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсемшĕн тупăшрĕç. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул стадионĕнче йĕркеленĕ вăйă питĕ хĕрỹ иртрĕ. Хуçалăхра тăрăшакансем хушшинче çамрăксем нумаййи кунта та си- сĕнчĕ. Яшсем питĕ ăста вылярĕç. Аслă çултисем те вĕсенчен юлмарĕç.
Хапхана чи нумай мечĕк кĕртекенни "Снегоход" команда пулчĕ. "Метеор" _ иккĕмĕш, "Комбайн" _ виççĕмĕш, "Дизель" тăваттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Футболла вылякансенчен В. Бар- маков ("Снегоход") _"Лайăх тапăнса вылякан", Г. Жидков ("Комбайн") _ "Лайăх хỹтĕ-левçĕ", А. Ляллин ("Дизель") _ "Лайăх вратарь", В. Ялуков _ "Лайăх ветеран" ятсене тивĕçрĕç.
Турнир çĕнтерỹçисене "Батыревский" пĕрлешỹ директорĕ П. Ялуков тата "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Моисеев саламларĕç, сумлă парнесемпе чысларĕç.
О. ПАВЛОВА.
х х х
Тĕрлĕ çар службинче пулнă ветерансем çулленех Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕнче чылай спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ. Кăçал та çапла пулчĕ. Волейбол ăмăртăвне хутшăнакансене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Моисеев саламларĕç.
Турнира 8 команда хутшăнчĕ. Ракета çарĕнче службăра тăнисем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Стройбатсем иккĕмĕш, десантниксем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)