10 февраля 2017 г.
Манăн кукаçи _ Алексей Семенов _ халĕ тивĕçлĕ канура, ĕç ветеранĕ. Хăйĕн ĕç стажне трактор рулĕ умĕнче пуçланă. 1965 çулта ялти пĕрлештернĕ хуçалăхра механизатор пулса ĕçленĕ, хĕсметре пулнă. Унтан таврăнсан ялаллах чунĕ туртнă. Уй-хиртен кĕме пĕлмесĕр вăй хунă вăл. Ака-суха тунă, кĕркунне çитсен комбайнпа "ылтăн тинĕ- се" тухнă.
Хăйĕн ĕçне юратнă Алексей Александрович. Вăл яланах "Пурнăç тăвас тесен çурăм тарличчен ĕçлес пулать", _ тет. Хăйне çĕр çинче чи телейлĕ çын тесе шутлать. "Шуçăмпа вăранса кашни ир хĕвел ташласа тухнипе киленеттĕм. Вăл хĕрелсе ката хыçне ларнине манăн ĕçре çеç курма пулатчĕ,_ малалла тăсать хăйĕн сăмахне А. Семенов. _ Ĕçе юратса ĕçлемелле, ăна хисеплемелле, вара тин тухăç илме тата киленме май пур". Ĕçпе пиçĕхнĕ аллипе пуçран ăшшăн лăпкать вăл.
Хăйĕн мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлỹ илсе çĕршыва юрăхлă пулнă. Профессийĕсемпе киленсе, савăнса ĕçлеççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем ваттисен сăмахне, пилне ăша хывса пурнăç çулĕпе çи рĕппĕн утаççĕ.
Манăн та кукаçи пекех ĕçчен те маттур пулас килет. Эпир çав тери тĕлĕнмелле çĕр çинче пурăнатпăр. Пурнăçа çын хăйĕн аллипе, ĕçпе йĕркелет. Çĕр илемĕ вăл _ çын. Çакна тĕпе хурса пурăнасчĕ пирĕн.
А. КАЛЛИН, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)