Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Импульс" паттăрсене манмасть

03 февраля 2017 г.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти волонтерсен "Импульс" ушкăнĕ нимĕнле мероприятинчен те айккинче юлмасть. Халĕ те, акă, массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхне тĕпе хурса, Ленинград хулине блокадăран хăтарнăранпа 73 çул çитнĕ ятпа Çĕнтерỹ çырăвĕ çырчĕç. Çыру вара почта урлă каймалли мар, кунсене, çулсене хыçа хăварса шурă хут çинчи шухăшпа каялла, 1941-1945 çулсене таврăнчĕ. Унта волонтерсем вăрçа хутшăннă тăванĕсене, аслашшĕ-кукашшĕне, палламан салтаксене хыпар ячĕç. Вĕсем тăрăшнипе пурнăçĕ- сене шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнипе хальхи саманара çакăн пек лайăх пурнăç пулни çинчен пĕлтерчĕç, ирĕклĕ пурăнма майсем туса панăшăн, мирлĕ тỹпешĕн тав турĕç. Çырусене волонтерсем кĕçĕн классене салатрĕç. Учительпе, килте аслисемпе пĕрле вуласа вăрçă паттăрĕсене аса илччĕр, çак синкерлĕхе нихăçан та ан манччăр вĕсем. Вăрçă ахрăмĕ çултан-çул хыçа юлса пырать пулсан та салтаксене асра тытмалла, вĕсен паттăрлăхне ăруран-ăрăва пĕлтермелле.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика