03 февраля 2017 г.
Çак кунсенче Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе килĕшỹллĕн Çĕнĕ çул умĕн йĕркеленĕ "Чăваш Ен çутисем" ("Огни Чувашии") конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Вулакансем астăваççĕ-тĕр, кăçал Патăрьелĕнчи организаци, предприяти, учреждени коллективĕсем, уйрăм хуçалăхсем хăйсен кантурĕ тата çурт таврашĕсен умĕсене тĕрлĕрен çутăпа нихçанхинчен те капăртарах, ăстарах илемлетрĕç. Каçхи Патăрьел пĕр тапхăр чылай çынна асамлă вăй пачĕ, хавхалантарчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Ĕçлени, тăрăшни, хамăр пурăнакан тавралăха вăхăтлăха "юмах тĕнчине" çавăрни харама каймарĕ. Халĕ çав таса туйăм çумне тепĕр ырă хыпар хушăнчĕ. Конкурсра тĕрлĕ критерине тĕпе хурса мала тухнисене пилĕк ушкăнпа хакланă районсем хушшинче пирĕн Патăрьел ялĕн (ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков) ячĕ пулни _ чыс та, пархатар та, пĕрлехи пысăк ĕç те.
Çакна та палăртса хăвармалла: "Чăваш Ен çутипе" çыхăннă творчество тупăшăвĕнче республикăри 23 муниципаллă пĕрлĕх администрацийĕ хутшăннă, пĕтĕмĕшле 27 заявка пулнă. Вĕсенчен кашниех паха видеоматериалсемпе презентацисене, творчество шайĕнчи сăн ỹкерчĕксен материалĕсене тăратнă. Апла пулсан, Патăрьелсен ĕçĕ чи-чи тивĕçлисен хушшинче вырăн тупнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)