Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чăн-чăн телейлĕ çемье

31 января 2017 г.

 Кирек кам пурнăçĕнче те аттепе анне чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Атте - чи хăюлли те пултарулли, анне вара пуринчен те лайăххи, чи çепĕççи, чи хитри. Вĕсен манăçми сăнарĕ пурнăçра яланах ырăлăхпа, мăнаçлăхпа палăрать.

Патăрьелĕнче пурăнакан Маринăпа Петр Ялуковсем - чăн-чăн телейлĕ ашшĕ-амăшĕ. Куç тулли чипер хĕрсем малалла пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса тăраççĕ вĕсене. Виçĕ чиперкке _ çирĕп çемье илемĕ. Ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăракан Марина Федоровнăпа Петр Валерьевич ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаран ырăпа усала уйăрма хăнăхтарнă пирки сăмах хускатсан: "Ырă ырăпа таврăнать, "Ырă туни ылтăнран та паха", "Ырă тăвакана халăх манмасть", _ тесе аса илтерет ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене. Ахальтен мар вĕсен вĕренỹ- ри, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе чунтан савăнаççĕ аслисем. Шупашкарти кооператив институтĕнче ма- гистратурăра вĕренекен Даша тата кунтах экономика факультетĕнче пĕлỹ пухакан Катя канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Яла юратнă ашшĕ- амăшĕ патне час-час килсе çỹреççĕ вĕсем. Килте аппăшĕ- семсĕр тунсăхласа çитет-çке Валерия йăмăкĕ.

_ Ачамсем пĕрле пухăнсан манран телейлĕ çын çĕр çинче çук та пулĕ. Эпир вара, хĕрсем, тĕпел кукринчен тухма пĕлместпĕр. Пĕрле торт тăват- пăр, кукăль пĕçеретпăр. Çав вăхăтрах ашшĕне пулăшма та маттур вĕсем. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама тепĕр харсăр арçын ачаран та ирттереççĕ. Эрнипе пĕр-пĕринсĕр тунсăхласа çитнĕ хĕрсем кулни-шỹтлени, шăкăл-шăкăл калаçни пурăнма хавхалантарать, ĕçре те пулăшу кỹрет, _ савăнăçне пытараймасть виçĕ ача амăшĕ.

Маринăпа Петр иккĕшĕ те Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ. Вĕсем пĕрле 20 çул ытла çемье сукмакĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, нумай чух пулăшса сулмаклăн та çирĕппĕн утаççĕ. Ял çинче те, ĕçре те хисеплĕ вĕсем. Марина Федоровна темиçе çул ĕнтĕ "Поддержка" страховани кампанийĕнче тăрăшрĕ. Петр Валерьевич _ район депутачĕ. Сăмаха нихçан та çилпе вĕçтермест. Хăй вĕреннĕ тăван шкула манмасть. Час-часах юсав ĕçĕсене ирттерме спонсорла пулăшу пама васкать. Хĕлле те, çулла та тирпей-илем кỹнĕ çĕрте техникăпа тивĕçтерет. _

Йывăрлăха парăнман, пуçа усман, малашлăхшăн тăрăшакан ертỹçĕ вăл пирĕн, _ теççĕ "Батыревский" хуçалăх ĕçченĕсем ун пирки.

Пултаруллă та шанчăклă, ырă кăмăллă çынсем хамăр тăрăхра юнашарах пурăнни, килĕшỹллĕ мăшăр тата чи кирли - ачасемшĕн юратнă аттепе анне пулни - пысăк телей!

Г. ХЛЕБНИКОВА, Патăрьел.

Хаçат редакцинчен:

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2017 çул _ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса, "Авангард" хаçат страницинче "Амăшĕ _ Ашшĕ _ ачисем" ятарлă рубрика уçрăмăр. Ĕçпе палăрнă ашшĕпе амăшĕ, тав сăмахне тивĕçлĕ ачисем пирĕн хушăмăрта пайтах. Çырăр, сăн ỹкерчĕксем ярăр! Сирĕн материалăрсене хапăлласа йышăнăпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика