Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Лавккара халь пурте çĕнĕлле

27 января 2017 г.

Паян халăх япаласене куçпа курма, тытса пăхма май пур лавккасене çỹреме юратать. Кун пек çĕрте килĕшекен тавара пахалама, усă курма юранă тапхăра курса ĕненме те май пур. Çынсен кăмăлне тупас, клиентсен йышне ỹстерес тĕллевпех ĕнтĕ Патăрьелĕнчи "Самообслуживание" (çар комиссариатне хирĕç) суту-илỹ çуртĕнче улшăнусем тунă. Халь туянакансем сентрери япаласене хăйсемех суйласа илме пултараççĕ. Çакă пуриншĕн те лайăх та, меллĕ те. Республикăра туса кăларнă продукцисем ытларах пулни тата савăнтарать.

_ Лавкка çĕнĕ форматпа ĕçлеме пуçланине палăртма кăмăллă. Кунта çỹрекенсен йышĕ малашне тата та нумайланасса, çавна май бюджета кĕрекен налук ỹсессе, район тата ытларах хитреленессе шанса тăратпăр, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов лавкка уçăлнипе пурне те ăшшăн саламланă май. Унăн сăмахне Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова малалла тăснă май райпо коллективне ытларах халăх кăмăлне шута илсе ĕçлемеллине, ун чухне таварçаврăнăш тата лайăхланнине палăртрĕ.

Патăрьел райпо Канашĕн председателĕ А. Иванов ытти лавккасенче те çĕнĕлĕхсем кĕртессипе тăрăшассине, çывăх вăхăтрах Шăнкăртамра тата Турханта, каярах ытти ялсенче пурăнакансем те таварсене хăйсемех суйласа илме пултарнине пĕлтерчĕ.

Лавкка умĕнче йĕркеленĕ суту-илỹ ретĕнче Патăрьел общепичĕн, çăкăр завочĕн тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕн продукцийĕсене те тутанса пăхса хак пама май пулчĕ.

Районти культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансем хаваслă юрăсемпе уява илем кỹчĕç.

.Тупăшне кура тăкакĕ

.Тенкĕ пус вĕççĕн пухăнать .

Пĕр пус пĕр тенкĕне перекетлет

(Ваттисен сăмахĕсем).

Хаклав

Валентина ТЮРЮХИНА:

"Эпĕ ку лавккана унччен те çỹренĕ. Улшăнусем мана питĕ килĕшрĕç. Халь хамăн кăмăла каякан тавара никама чăрмантармасăрах суйласа илме пултаратăп. Райпо паянхи саманапа тан утма тăрăшнине ырламалла çеç".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика