24 января 2017 г.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри культура тата искусство отрасль аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Çавна май унта ачасем тата аслисем валли (уйрăмшарăн) Çĕнĕ çул уявне ирттермелли республикăри конкурса тăратнă ĕçсене те тишкерчĕç. Чи лайăххисен йышне Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинчи В. Арланова режиссер хатĕрленĕ сценари те кĕчĕ. Аслă çынсен уявĕшĕн виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕç. Учреждение СССР летчик-космонавт А. Г. Николаев ячĕллĕ мемориал-комплексăн яланхи экспозиципе тата выставкипе тỹлевсĕр паллашма сертификат пачĕç.
Вероника Викторовна культурăра çĕнĕ çын мар. Г. Лебедев ячĕллĕ лицейран вĕренсе тухнă хыççăн тăван яла таврăннăскер, малтанах районти культура çуртне аккомпаниатор пулса вырнаçнă. Хальхи вăхăтра информаципе методика пайĕн заведующийĕ шутланать. Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлỹ илни ĕç ăсталăхне тата та малалла ỹстерме пулăшрĕ ăна. Культурăллă-массăлла мероприятисен мĕнле сценарийĕсене çеç çырмасть-ши вăл халь? Шоу-конкурссем сахал мар йĕркелет. Куракансем "Çĕнтерỹ вальсĕ", "Çулталăк каччи", "ХХI ĕмĕр джентельменĕ", "Çиччĕмĕш туйăм", "Пĕрре курсах юратрăм", "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи", "Супер арçын ача", "Патăрьел мисĕ", "Патăрьел мини мисĕ" ятпа иртернĕ мероприятисене, Раççейри Кино, Чăваш Енре Ĕç çынни çулталăкне уçнă уяв каçĕсене вырăна хурса хакларĕç...
Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеме ỹркенмест Вероника. "Ника", "Инь-янь", "Кадеты" ташă ушкăнĕсем йĕркеленĕ вăл. Вĕсем тата эстрада юррисене юратакансен студине çỹрекенсем халăх умне концертсемпе тухнисĕр пуçне районти конкурссене кăмăлтан хутшăнаççĕ. Пултаруллă çамрăксем малти вырăнсене те çĕнсе илеççĕ. Шкулсемпе те тачă çыхăнура Вероника. Çакă ăна "Аты-баты шли солдаты", "Тайна мыльных пузырей", "Я рисую на асфальте", "Мои добрые соседи" мероприятисем йĕркелеме май панă.
Çулленех хĕле ăсатасси, тăван ял уявĕсене палăртасси, çăварнире катаччи чупасси, Акатуй-Сапантуй сцена илемне кỹресси пĕри те унсăр иртмест. Районти халăх юрăпа ташă ансамбльне çỹреме те вăхăт тупать. Хăйĕн квалификацине те ỹстерме тăрăшать Вероника Викторовна. 2014 çулта ятарлă пĕлỹ курсĕнче пулчĕ.
Хисеп грамотисемпе дипломĕсене вара шутласа та пĕтереймĕн. 2005 çулта В. Арланова Чăваш Республика Президенчĕн республикăри тăрăшуллă тата пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене паракан ятарлă стипендие тивĕçнĕ. Юлашки çулсенчисене илес пулсан та чыслав çителĕклех. 2015 çулта район администрацийĕн Тав çырăвне, район администрацийĕн социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн Тав çырăвне, Раççей Федерацийĕнчи Чĕмпĕр облаçĕн культура министерствин дипломне, Турхан, Патăрьел ял тăрăхĕсен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул администрацийĕн Тав çырăвĕсене, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсене... илнĕ. Вĕсене шутласа та пĕтереймĕн. "Районти чи çамрăк культура ĕçченĕ" номинацие те тивĕçнĕ Вероника Викторовна.
Культура ĕçченĕн ĕçĕ кăткăс та тĕрлĕ енлĕ. Йышлă çыннăн канăвĕпе пĕр килмест унăн канăвĕ. Шăматкунсемпе вырсарникунсенче, уявсенче яланах халăх хушшинче пулмалла. Тепĕр чухне чунри йывăрлăха та савăк юрăпа кăларса яма тивет. Сцена çинчен çапла куракана савăнтармалла. Ку енĕпе Турă пани пурах Вероникăра. Шăнкăрти шыв юххиллĕ, шăпчăк евĕр сассипе вăл залри халăха тыткăна илеет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)