24 января 2017 г.
Петр Петрович Хусанкай Тутар АССРĕнчи Сиктĕрмере 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Пĕрремĕш сăввисене шкулта вĕреннĕ чухнех çырнă. 18 çулта Шупашкара куçса килнĕ. "Сунтал" журналпа тачă çыхăну тытнă. Чăваш литературине нумай произведенисемпе пуянлатнă. Петр Петрович 50 ытла кĕнеке авторĕ.
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче викторина иртрĕ. Тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç ачасем. Вăл шутран юратнă поэт ăçта çуралнине те, унăн паллă хайлавĕсене те, Петр Петрович пирĕн районта çуралса ỹснĕ Митта Ваçлейĕпе туслă пулнине те. Хусанкайпа çыхăннă паллă вырăнсене те, вĕсен çемйинче пултаруллă çынсем чăмăртаннине те тĕрĕсех палăртнă. Хуравсăр пĕр ыйту та юлман. Чи нумай балл пухакансем вара çиччĕмĕш класра вĕренекен Светлана Матюшкина тата Алексей Бахитов пулчĕç. Ахальтен мар вĕсемех "Тантăш" хаçат ирттернĕ республика ăмăртăвĕн- че те малтисен ретне тухрĕç.
Шкул ачисем çавăн пекех Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе хатĕрленĕ презентацисем пăхрĕç, альбомсемпе, рефератсемпе паллашрĕç, хаçат кăларчĕç. Халĕ вара Хусанкая халалланă "Хастарлăх çăл куçĕ" республикăри интернет конкурса хатĕрленеççĕ.
х х х
Районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче П. Хусанкай поэт, публицист, куçаруçă, литература критикĕ, общество деятелĕ çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа "Чăваш поэзийĕн çут çăлтăрĕ" поэзи сехечĕ иртрĕ. Тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Н. Ракова халăх поэчĕн пурнă- çĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Эпир пулнă, пур, пулатпăр", "Аптраман тавраш", "Таня" поэма сыпăкĕсене ачасем пăхмасăр вуларĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)