24 января 2017 г.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче республикăри Ашшĕпе Амăшĕн тата Раççейри Экологи çулталăкне халалланă культура мероприятийĕсем старт илчĕç. Иртнĕ эрнекун район центрĕнчи аслă сцена çине пуçласа "2017 çулталăк Амăшĕ" конкурса хапăл тунă ача амăшĕсем тухнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăтартуллă та пултаруллă, ырă та ăшă сăмаха тивĕçлĕ аннесем сахал мар. Ахальтен мар ĕнтĕ конкурса хапăл тунă тăхăр хастарăн пултарулăхĕпе талантне тỹре членĕсен хак пама çăмăлах пулман. Чиперккесем курма килекенсене апат-çимĕç хатĕрлес, хитре кĕпе ăсталас маçтăрлăхĕпе çеç мар, юрра-ташша матур пулнипе те тыткăнланă. Кулăш çемьере пулăш пулнине те аннесем пĕринчен тепри пурнăçри кадрсем пекех ĕненмелле кăтартса панă. Анчах кирек мĕнле вăйлă тупăшура та çĕнтерỹçĕ ята пĕр çын çеç тивĕçет. Кашни анне хăйсене хак паракан ырă ята çĕнсе илнĕ. Пур енĕпе те жюри членĕсене тивĕçтернĕ Регина Положина вара (Тăрăн ял тăрăхĕ) "2017 çулталăк Амăшĕ" титула тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)