Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çынсен ĕçне хисеплеме хăнăхасчĕ

17 января 2017 г.

 Юлашки вăхăтра пурнăç куç умĕнчех улшăнса пырать тесе калама пулать. Ял, район, Республика пуçлăхĕсем, В. Путин Президент халăх пурнăçне çăмăллатса хамăр пурăнакан вырăнсенче тирпей-илем тытса пырса пире кирлĕ пек пурăнма условисем туса параççĕ. Анчах эпир çак ырлăхпа тивĕçлипе усă курма пĕлместпĕр. Пĕр вăхăт Патăрьел ялĕнче çỹп-çап пуçтарма контейнерсем лартса панăччĕ. Унта мĕн кăна тăкма пуçламарăмăр-ши? Ĕне-выльăх тислĕкне купаласа хура пуçларĕç. Именỹ те çук.

Илер-ха "Водоканал" ĕçченĕсене. Мĕн кăна тумаççĕ вĕсем. Пирĕн куçа кăна курăнмасть. Шывпа тивĕçтереççĕ, канализацине тасатса тăраççĕ. Вĕсен тăрăшулăхне вырăна хумастпăр. Канализацине мĕн кăна ямаççĕ. Йĕркеллĕ ĕçлекен агрегатсемпе оборудованине вăхăтсăрах юрăхсăра кăларттараççĕ. Расхучĕсем миллионпах тухаççĕ. Çыннисен кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме тивет.

Тирпей-илем хамăршăнах лайăх-çке. Пĕрин умĕ кăтартуллă пулнишĕн теприн кĕвĕçмелле мар. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман хĕрринчи курăнать тени те хăш чух тĕрĕсе тухмасть. Патăрьел _ район центрĕ. Унта яланах ырă кăмăл та тирпейлĕх хуçалантăр.

А. ЛЕОНТЬЕВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика