30 декабря 2016 г.
Район центрĕнчи "Ырă кăмăллă" магазин хуçи Юрий Трофимов Çĕнĕ çул умĕнхи ырă йăли-йĕр- кине çултан-çул малалла тăсать, сывлăхпа ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасене парнесем валеçет. Паллă ĕнтĕ, çакнашкал пархатарлă ĕç Хĕл Мучипе Юрпике пулăшăвĕсĕр пулмасть. Çак кунсенче ачасене çулталăкра пĕр хутчен хăйсен асамлăхĕпе савăнтаракан шурсухалпа унăн юратнă мăнукĕ кашнине кĕтмен парнесем валеçнĕ. Районта çакнашкал предпринимательсем сахал мар. Шел пулин те Трофимов евĕр инвалид ачасен е ыттисен кăмăлне тупаканнисене вара алăри пỹрнепе те шутламалăх çук. Çĕнĕ çул çитес çул та сисмесĕрех çитĕ. Тен, çак шухăш шăпах ыттисен чĕринче ыркăмăллăх туйăмне вăратакан сăлтав пулĕ?
Сăмах май, район ертỹçи пуçарăвĕпе Хĕл Мучи парнине йывăр çемье условинче пурăнакан кашни ача тивĕçнĕ. Унсăр пуçне нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи шăпăрлансемпе ачасен пысăк ушкăнĕ республикăри елкăран савăнса таврăнчĕç. Çакă та хăйне евĕр парне!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)