Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Европа" кафере _ 30, 40 çултан иртнисем

27 декабря 2016 г.

Хальхи вăхăтра район центрĕнче культурăллă кĕрсе ларса апатланмалли, калаçса лармалли, уявсенче савăнмалли вырăнсем сахал мар. Вĕсенче юбилейсем ирттересси те, туй-çуйсене кĕрлеттересси те йăлана кĕрсе пырать.

Патăрьел вĕçĕнче вырнаçнă "Европа" текен хăтлă та илĕртỹллĕ кафере пĕр хутчен пулса курнисем яланах кунтан пысăк кăмăлпа тухса каяççĕ: залĕ хăтлă, апачĕ тутлă, официантсем кăмăллă. Çĕнĕ çул кĕреки ячĕпе йĕркеленĕ уяв хыççăн вара унăн хакĕ тата ытларах ỹсрĕ темелле.

Иртнĕ эрнекун, декабрĕн 24-мĕшĕнче, "Европăра" 30, 40 çултан иртнисем пуçтарăнчĕç.

Çĕнĕ çул умĕнхи çакăн пек ятпа йĕркеленĕ тĕл пулу районта пĕрремĕш пулчĕ темелле. Çынсем çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăннă: кафене мăшăрпа та, юлташсемпе те, çывăх çынсемпе те килекенсем йышлă пулчĕç. Уяв каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Хĕл Мучипе, Юрпикепе çыхăннă кану каçне тамада çĕнĕ юрă-кĕвĕпе, ташăсемпе, пурне те кăсăклантаракан кăмăллă вăйăсемпе пуянлатрĕ. "Европа" кафере çынсем кăмăлтан савăнчĕç.

_ Пирĕн кафе алăкĕ кирек мĕнле çулхи çынсемшĕн те уçă. Малашне те çакнашкал кану каçĕсене, ятарлă уяв кĕрекине хаваспах йĕркелеме палăртатпăр. Çынсем пирĕн патăртан пурте ырă кăмăл-шухăшпа тухса кайччăр тесе тăрăшăпăр,_ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне апатлану тата кану кĕтесĕн ертỹçи Л. Ухварина. ("Ĕç-хĕл")

Н. ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика