Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Урам ял тĕкĕрĕ пултăр-и?"

27 декабря 2016 г.

Çулпа çамрăках мар эпĕ. Саккăрмĕш теçеткере пыратăп. Сывлăх тĕлĕшĕнчен ытлашши нăйкăшманран, унта-кунта час-часах тухса çỹретĕп, тăвансемпе те тăтăш курнăçатăп. Ура утнă, кăмăл пысăк чухне çапла район центрĕн- чен автобуспа е таксипех хăнана ларатăп та каятăп...

Çапла, кĕркунне йĕпе çанталăка пăхмасăрах, Татмăшри шăллăм патне çула тухрăм. Мăнук такси службине шăнкăравларĕ те çурт умне машина туххăмрах çитсе те ларчĕ. Татмăша 10-15 минутра чашлатса та çитрĕмĕр. Тăванăм çултан аялти касра пурăннăран, таксиста май пулсан кил умнех çитерсе яма ыйтрăм. Анчах ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Урама кĕркуннехи пылчăк çанталăкра çăмăл автомашинăпа мар, "танкпа" çеç кĕме пулать иккен. Акă мĕншĕн çак касра пурăнакансем хăйсен "кỹмисене" çул хĕрринех лартса хăварнă. Эпĕ те нумаях шухăшласа тăмарăм, кучченеç чикнĕ кутамккана çурăм хыçне çакрăм та çуртсем çумĕпе малалла утрăм...

Хисеплĕ редакци! Çĕнĕ çул умĕн хамăн шухăшăма эпĕ те Хĕл Мучи патне çитересшĕн. Кирек мĕнле ялта та урам ял тĕкĕрĕ пулмалла. Шанас килет, çывхарса килекен 2017 çулта ял урамĕсене йĕркене кĕртес, ти- кĕслес, кирлĕ çĕре асфальт сарас ĕçе тата ытларах йĕркелĕç. Ун чухне вара Татмăш пек ялсенчи урамсем те "çутта" тухĕç.

А. НИКОЛАЕВ. Патăрьел ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика