Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ырă çын ĕçĕнчен паллă

27 декабря 2016 г.

Журналист ĕçĕ таçта та илсе çитерет, такампа та курнăçтарать. Хаçат вулакансене Патăрьел энциклопедине кĕме тивĕçнĕ çынсенчен пĕринпе _ Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ Ю. Клычковпа, тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе "Çĕнĕ Шупашкарти кабельлĕ телевидени" тулли мар яваплă пĕрлешĕве çул тытрăмăр. Шăпах çак предпрятине ертсе пырать те ĕнтĕ Юрий Петрович. Маларах шăнкăравласа хамăр килессине систернĕрен, вăл ĕç вырăнĕнчех пулчĕ. Пире курсанах тахçантанпах пĕлекенсене кĕтнĕ пек кĕтсе илчĕ.

_ Ентешсем, манăн хаклă ентешсем килчĕç, _ терĕ Юрий Петрович кăмăллăн. Пысăк та тĕреклĕ, çулсене пула çỹçне кĕмĕл тĕс çапнă арçынпа калаçу пуçарма та питĕ çăмăл пулчĕ. Сăмах-юмах шыв пек юхрĕ те юхрĕ... Итлесе ларма та ăна питĕ интереслĕччĕ.

Юрий Петрович 40 çул çыхăну уйрăмĕнче тăрăшать. Ĕç стажне вăл Патăрьелĕнче ЭТУСра электромеханикрен пуçланă. Кунта лекесси вара йăлтах ăнсăртран пулнă. Çын палăртать, Турă вырнаçтарать тесе шухăшласа кăларса каламаççĕ иккен...

Патăрьелĕнче унчченхи музыка шкулĕ хальхи Турă Амăшĕн Державнăй турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркỹ вырăнĕнче пулнă. Шăпах çакăнта Юрий Петрович кĕвĕ-çемме чун-чĕ-репе туйма, пĕрремĕш нотăсене вулама хăнăхнă. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: вăл вăхăтра кашни ача музыка шкулне вĕренме кĕреймен, ытларах педагогсен çỹренĕ. Хăй асăннă пĕлỹ çуртне мĕнле лекни пирки Юрий Петрович акă мĕн аса илчĕ: "Атте кăнтăрлахи апата килчĕ те мана шкулта вĕреннĕ пĕр юрă аса илме хушрĕ. Унтан мотоцикл çине лартрĕ те музыка шкулне илсе кайрĕ".

Çулсем иртнĕçем çамрăк каччăн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарас ĕмĕчĕ тата ытларах вăйланнă. 8-мĕш класра гитарăпа калама хăнăхнă. Кăна валли сăлтавĕ те пулнă. Шăпах çак вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта "Химпром" тума пуçланă. Унта кашни çуллах Чăваш Енĕн пур кĕтесĕнчен те ачасем строительство отрячĕсем йĕркелесе ĕçлеме пынă. Вĕсем палаткăсенче пурăннă. Кун пек çĕрте кă-вайт умĕнче гитарăсăр епле-ха? Маларах строительство отря- дĕнче пулнă яшсем _ А. Клементьев, А. Павлов _ хăйсенчен кĕçĕнреххисене унти пурнăç пирки ăмсанмалла каласа панă. Юрий Петрович вĕсен калаçă- вĕпе хавхаланса кайса аллине гитара тытнă.

Çамрăклăхра вăй-хăват, хавхалану çăл куç пекех тапса тăрать. "Самоцветы", "Песняры", "Битлз" ушкăнсен юррисем çĕршывра ытларах та ытларах сарăлнăçем музыка шкулне çỹрекен Патăрьел каччисем те вĕсенчен тĕслĕх илсе вокал инструменчĕсен ансамбльне йĕркелеме шут тытаççĕ. Анчах ĕмĕте пурнăçлама инструментсем çук, лавккасенче те сутмаççĕ. Ăçтан тупмалла? Ку йывăрлăхран та тухаççĕ. Юрий Петрович хăй гитара ăсталать. Ăна вăл паянхи кунчченех куç шăрçине упранă пекех упрать. Каярах, "Урал" гитарăллă пулсан çак ушкăнри каччăсем еплерех хĕпĕртенине каласа та, çырса та пама çук.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла шăвать. Патăрье- лĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Ю. Клычков Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн музыка уйрăмĕнче ăс пухма тĕллев лартать, анчах шухăшланине пурнăçа кĕртме конкурс витĕр тухайманни ура хурать. Çамрăк каччă тăван тăрăха каялла таврăнать те вăхăтлăха тесе çыхăну узелне ĕçе вырнаçать. Çакăнта виçĕ çул вăй хунă хыççăн Юрий Петрович ачалăхри ĕмĕтне пăрахăçласа тĕп хулари çыхăну техникумне çул тытать. Наука "гранитне" кăшланă самантра лабораторинче те тăрăшать, музыкăпа та интересленме пăрахмасть.

Диплом илнĕ хыççăн, 1976 çулта Ю. Клычкова направленипе Çĕнĕ Шупашкарти телефон станцине яраççĕ. Ĕçленĕ самантрах куçăмсăр майпа И. Уль- янов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче те ăс пухать. Патăрьелĕн паттăр арĕнче юн вĕресе тăнине, çаврăнăçулăхĕ пысăккине кура 11 çултан ăна "Ростелеком" учрежденине ертсе пыма шанаççĕ. Ку тивĕçре вăл 2010 çулчченех тăрăшать. Çак тапхăрта Юрий Петрович чăннипех те нумай ĕç тăвать.

Паян кашнин аллинче кĕсье телефонĕ пур та, хăть хăçан та, хăть кам патне те шăнкăравлама пултаратпăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче вара киле телефон кĕрттересси пирки нумайăшĕ ĕмĕтленеймен те _ черет ытла вăрăмччĕ. Юрий Петрович Çĕнĕ Шупашкарта çак ыйтăва 1990 çул тĕлне йăлтах татнă. Каярах çывăхри ялсемпе поселоксене те телефонлă тунă. 1999 çулта хула çыннисем пирĕн ентеш тăрăшнипе кабельлĕ телевиденипе усă курма пуçланă.

Самана таппипе утма юратакан Ю. Клычков 2010 çулта хăй кабельлĕ телевидени йĕркелесе ярать, пĕрлех интернет кĕртессипе те ĕçлет. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарта телестуди туса хурать. Халь 5 хулара тата çывăхри поселоксенче пурăнакансем вырăнти хыпарсене кулленех телевизорпа кураççĕ.

_ Республикăра пирĕн конкурент нумай, эпир пуринпе те килĕштерсе вăй хуратпăр. Хĕвел айĕнче пурин валли те вырăн çитет, мĕншĕн вăрçăнмалла? _ тет Юрий Петрович кăмăллăн. _ Çĕнĕрен професси суйлама ыйтсан та эпĕ нимĕн те улăштарман пулăттăм. Халь 1990 çулсене нумайăшĕ вăрçаççĕ, çыхăну çав йывăр тапхăрта та малаллах аталанчĕ. Паян Интернет пулăшнипе Америкăра, Израильте тата ытти çĕршывсенче пурăнакан тăвансемпе, тус-юлташпа пĕр чăрмавсăрах калаçаятпăр. Унччен кун пирки шухăшлама та пултарайман вĕт... Музыка вара мана пурнăç тăршшĕпех йывăрлăхсене çĕнтерме, çитĕ- нỹсем тума пулăшса пырать.

Сăмах май çакна та палăртса хăварас килет: Юрий Петрович хăйне кĕвĕ çепĕçлĕхне туйма хăнăхтарнисене пурне те питĕ лайăх ас тăвать, çыхăну тытать. Çавăн пекех унпа пĕрле музыка шкулĕнче вĕреннисенчен те нумайăшĕ тĕрлĕ профессипе аслă пĕлỹ илнĕ, ертỹçĕ пулса ĕçленĕ.

Чунĕпе пуян ентешĕмĕр, çавăнпах вăл шкулсемпе ача сачĕсене, чиркỹсене, мечĕтсене Интернетпа тивĕçтерессине организаци шутĕнчен йĕркелет. Района та манмасть. Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй турăшĕ ячĕллĕ чиркĕве куполпа чан туянма укçа панă. Вĕсене нумай пулмасть çеç хăпартрĕç. Юрий Петрович хăй те унта хутшăнчĕ, Архиерей грамотине (сăн ỹкерчĕкре) тивĕçрĕ.

Юрий Петрович мăшăрĕпе, Роза Григорьевнăпа (Р. Клычкова пĕр вăхăт Тăрăн шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. _ Авт.) икĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Асли, Алла, ашшĕпе пĕрле ĕçлет. Кĕçĕнни _ Юлия _ Çĕнĕ Шупашкарта, прокурорăн аслă пулăшуçинче тăрăшать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика