Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çулсем иртни ан кỹтĕр тунсăх

27 декабря 2016 г.

Пурнăçри самантсем кинори кадрсем пек пĕрин хыççăн тепри куç умне черетленсе тухса тăраççĕ Мария Григорьевнăн. Лайăххи нумайлăха асра юлать çав вăл. Кăçал юбилей те пулчĕ унăн. Раççейре Кино çулталăкĕ те тепĕр савăнăç кỹчĕ. Пурнăçăн ытларах пайне çак отрасльпе çыхăнтарнă-çке М. Медведева. Эппин, чупса иртер-ха чăваш хĕрарăмĕн кун-çулĕпе.

Патăрьел хĕрĕ Маша. Ачапчаллах вăр-вар та йăрăскер пулнă вăл. Çакна пĕрле выляса ỹснĕ, хĕр чухнехи, каярахри туслăха паянхи кун та çухатман Люся тантăшĕ те çирĕплетет. Анчах ытла та нумай тиеннĕ Мария Григорьевна çине. Амăшĕ сывмар пулнăран вăрманне те хăйех çỹренĕ, хуçалăха та тытса пынă, пахчара та вĕлтĕрен ỹс- термен... Пĕр варта улттăн çитĕнсе ỹснĕскерсенчен паян пĕри çеç сывă юлнă.

11 класс хыççăн Канашри финанс техникумне çул тытнă Мария Григорьевна. Дипломлă специалист собеса ĕçе кĕнĕ. 8 çул хыççăн районти киносете куçнă. Счетоводран пуçласа аслă инспектора çитнĕ. Унтан тĕп бухгалтера "кỹлĕннĕ".

_ Йыш пĕчĕк марччĕ. 90 çынна та çитетчĕ. Малтанласа ĕçре М. Такмакова пулăшса пычĕ. Кайрантарах В. Табаковапа пĕрле вăй хутăмăр. А. Коновалова методистчĕ, _ аса илет М. Медведева.

55 киноустановка пулнă районта. Кинофильмсене вара вĕсене черетлесе янă. Харăсах пĕр каçра пĕр кинофильмах темиçе ялта кăтартни те пулнă. "Индийский фильм" тесен ял халăхĕ хускалнă килтен. Икшер сериллĕ- скерсем. Пĕр ялта малтан пуçласа пайăн-пайăн ыттисене куçарса тăнă. Киномеханиксен машини те пулман, кам çуран, кам лашапа çитернĕ. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама çакă та пулăшнă. Мĕншĕн тесен вĕсене района нумайлăха паман. Вăрçă, юрату, пурнăç темипе çыхăннисене те куракансем кăмăлласа çỹренĕ. Райцентрти кинотеатрта вара пĕр фильмах икшер сеанс та кăтартнă. Е маларах ачасем валли пулнă. Халăх канма та пĕлнĕ. Киносене пĕр-пĕр уява çỹренĕ пек çỹренĕ. Аслăрах çулхисем çакна астăваççех.

Район центрĕнче В. Седойкин, Г. Зубков, Г. Седойкин киномеханиксем кăтартуллă ĕçленĕ. Ялсенче вара Н. Ларионов, Н. Кузьмин, О. Шулаев, В. Шулаева, Г. Федоров, Л. Федорова тăрăшулăхне палăртмалла. Вĕсем уйăхсерен плансене ирттерсе тултарса пынă.

Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ Мария Григорьевна паян иртнĕ вăхăта кăмăллăн аса илет. Хăй вăхăтĕнче вăл "Лучший кинематографист России", "Лучший бухгалтер среди работников киносети" те пулнă. "Вунпĕрмĕш пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ" чыса тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсенчен пĕринчен те пăрăнман. Комсомол, парти кĕрлесе тăнă чухне вĕсен хастарĕ пулнă. Райпон штатра тăман ревизорĕ шутланнă.

Иртет-çке вăхăт. Иртрĕ юбилей те. Паянхи кун та сывлăхпа утса-чупса çỹренишĕн хĕпĕртет М. Медведева. Ĕçченлĕхĕпе правурлăхĕ чакмасть-ха.

_ Вĕсен путвалне анса курсассăн тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Маринадланă, тăварланă, пĕçернĕ хăяр, помидор, купăста, салат, компот, варени мĕн чухлĕ вĕсен. Çыххи-çыххипе суханĕ, чеснокĕ çакăнса тăрать. Ещĕкĕ-ещĕкĕпе кишĕрĕ, купăсти, çĕр улмийĕ упранать,_ тет Л. Лисицына

Кăмпана çỹреме ăста Мария Григорьевна мăшăрĕпе. Саккăрмĕш теçеткепе пырать пулин те Николай Алексеевич автомашинине юсавлă тытать.

Тăп-тăпăл хваттерте вара _ чечек тĕнчи. Евроюсав тунă пỹлĕмсене вĕсене тирпейлĕн вырнаçтарнă. Черетленсе хĕм сапса çеçке çураççĕ чун илĕртмĕшсем. Пахчара ỹстерекеннисем те урам илемне кỹреççĕ. Сăмах май çакна та каламалла. Çĕрпе ĕçлеме юратаççĕ. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 50 сотăй таранчченех вăл вĕсен. Район центрĕнче те пур. Чашăкĕ-чашăкĕпе улми-çырли çулталăк тăршшĕпех сĕтел çинчен пĕрре те татăлмасть. Ахальтен хĕл каçмалăх çемьене мĕн кирлине çитĕнтерейместĕн те ĕнтĕ. Пурри çукки мар. Хатĕр çимĕçсене кучченеçлĕх те ăсатать мăшăр.

Маларахри çулсенче ялта выльăх-чĕрлĕх те тытнă вĕсем. Чăх-чĕп усранă. Çемье бюджетне çакăнпа та тĕреклетнĕ.

Паян канлĕ ватлăх пултăр тесе тăрăшаççĕ Николай Алексеевичпа Мария Григорьевна. Юрла-юрла тĕр тĕрлет хĕрарăм. Хут çинчи ỹкерчĕкрен вĕсене пусма çине куçарать. Çут çанталăк илемне ытараймасть. Пейжазсем хваттерте вырăн тупнă. Вĕсем юхан шыв хĕррине те илсе "анаççĕ", вăрман тăрăх та "уттараççĕ", улăх тăрăх та "çỹретеççĕ".

Алă ĕçĕпе йăпанать Мария Григорьевна. Тунсăхлама вăхăт та çук. Кĕсье телефонĕ те сас парсах тăрать. Ăрăва малалла тăсакансем мăшăр сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Александра аппăшĕн ывăлĕ Вячеслав Михайлович инçе çула çывăхлатса тăтăш килсе çỹреме те ỹркенмест. Ачаран пĕрле выляса ỹснĕ тантăшĕсемпе те çыхăнусем пур.

Юбилейпе тата Кино çулталăкĕпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламлани тата та хĕпĕртеттерчĕ Мария Григорьевнăна. Малашлăхра пурăнма вăй-хăват хушрех. Пурнăç илемĕпе киленсе утăмламалла та утăмламалла пултăрах эппин.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика