23 декабря 2016 г.
Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕн хĕрĕ пулнă М. Владимирова. Хусан патшалăх педагогика институчĕн географи факультетĕнчен вĕренсе тыхнă хыççăн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула ĕçлеме килнĕ. 1948 çултанпа мĕн пенсие кайичченех çакăнта вăй хунă. Пĕрлех Патăрьелĕнчи педучилищĕре те çак предметпа ачасене вĕрентнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн членĕ те пулнă. Çутĕç отличникĕ Мария Васильевна.
Пурнăçран уйрăлчĕ пулин те çĕр çине ырă ят хăварчĕ педагог. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăран ăна ачасем, вĕрентекенсем, ентешĕ- сем хисеплетчĕç. Сăпайлăччĕ. Вăл вĕрентсе каланисем паянхи кун та вырăнлă. Район тăрăх çуран мĕн чухлĕ экскурсине тухман-ши Мария Васильевнăпа. Каярахпа Раççей хулисемпе паллашнă. Вĕсенче те вăл хăйĕн пуян пĕлĕвне ачасене пама тăрăшатчĕ.
Кивĕ Катек кинĕ Патăрьелне ĕçе çуран çỹретчĕ. Нихăçан та кая юлни пулман.
Мария Васильевна тăрăшнипех шкулти краеведени музейĕ валли паха материалсем пухнă. Унăн экспоначĕсем паянхи кун та тирпейлĕн упранаççĕ, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче усă курăнаççĕ.
Э. КАРЯГИНА, историпе краеведени музейĕн ертỹçи.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)