16 декабря 2016 г.
Хăть те мĕнле лару-тăрăва та икĕ енлĕн пăхса тухмалла. Манăн пĕр пĕлĕшĕм çапла калама юратать: "Эпĕ руль умĕнче чухне çуран çỹрекене юратмастăп, çуран çỹренĕ чухне _ водительсене". Çапла пулса тухать те ĕнтĕ: çул çинче пурте хăйсене хуçа пек тытасшăн. Çуран çỹ- рекенсем машина трамвай мар, иртсе каять теççĕ, водительсем вара камра руль _ çав тĕрĕс тенине мала хураççĕ. Кун пирки темĕн чухлĕ тавлашма, сỹтсе явма пулать.
Эпĕ хамăн сăмаха Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи çуран каçмалли пĕр вырăн пирки пуçласшăн. Райцентрăн аслă урамĕпе кашни кун утатăп та, унти лару-тăрăва аван пĕлетĕп. Халĕ кашни килтех автомашина пуртан яка асфальтпа унталла та кунталла вĕçтерекен техника нумай. Уйрăмах ирпе те каçпа ĕçе каяççĕ, ачисене шкула е садика ăсатаççĕ, кĕтсе илеççĕ. Çав вăхăтрах çуран утакансем те хăйсем палăртнă вырăна вăхăтра çитесшĕн - пурте васкаççĕ. Ăна та, кăна та шута хурса ĕнтĕ аслă урамра темиçе çĕрте те çул урлă çуран каçмалли ятарлă вырăнсене палăртнă. Университет, пĕрремĕш вăтам шкул умĕнчи, автовокзал çывăхĕнчи тата ытти çĕрте те водительсем çынсене чарăнсах ирттерсе яраççĕ пулсан, культура паркĕ çывăхĕнчине вара руль умĕнчисем курмаççĕ те тейĕн. Икĕ енĕпе те ятарласа лартнă паллăсене таçтанах асăрхама пулать пулин те çул урлă каçакансен темĕн вăхăт машинăсем иртсе каясса кĕтсе тăмалла. Пуçсăрланса каçă çине тухсан вара эх тытăнаççĕ водительсем кăшкăртма! Хăйсем мар, çуран çын йĕркене пăсать тейĕн.
Çул-йĕр культури пирки нумай калаçатпăр, ГИБДД сотрудникĕсем те час-часах районта "Пешеход. Пешеходный переход" тата ытти операцисем те йĕркелесех тăраççĕ. Пурпĕрех кашни кун тенĕ пекех йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеменни кăшкăрашнипе иртсе кайсан юрĕ-ха. Тепĕр чухне водительсемпе çуран çỹрекенсен хушшинчи "вăрçă" инкек патне те илсе çитерме пултарать. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук пулать.
Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа районти çул-йĕр çинче 27 авари пулнă. Вĕсенче 9 çын вилнĕ, 39-шĕ аманнă. Çул урлă каçакансен айăпĕпе пулнă виçĕ тĕслĕх шута илнĕ. Пăтăрмахра пĕрин пурнăçĕ татăлнă, 3-шĕ аманнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)