06 декабря 2016 г.
РФ Патшалăх Думи федерацин "Пенси илекен граждансене пĕр хутчен паракан укçа тỹлевĕ çинчен" саккун проектне виççĕмĕш вулавпа йышăнчĕ. Саккун проектне Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹл-лĕн çар пенсионерĕсене тата вĕсемпе танлаштарнă категорисене пĕр хутчен паракан укçа тỹлевĕ çинчен калакан положение те кĕртнĕ. Халĕ çакнашкал тỹлеве _ 5 пин тенкĕ _ пенсионерсен пĕтĕм категорийĕ илме пултарать, заявлени çырмасăрах, пенсионер ĕçленине е ĕçлеменнине пăхмасăрах. Тỹлеве налуксенчен те хăтараççĕ.
Республикăра çакă 368 пин çынна тивĕçет. Пирĕн районта вара 12 пин те 117 пенсионер пĕр хутчен паракан тỹлеве илĕ.
"Асăннă саккун проекчĕ питех те кирлĕччĕ. Пĕр хутчен паракан индексаци тỹ-левĕсем хаксем ỹссех пыракан тапхăрта пенсионерсене тăкаксене саплаштарма пулăшĕç",_ терĕ видеоконференцие уçса республикăри Пенси фончĕн пайĕн управляющийĕ Р. Кондратьева. Конференци ĕçне вырăнтан хутшăннă район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов тỹлеве халăх патне çитермелли графикпа çак енĕпе яваплă кашни çынна паллаштарма сĕнчĕ. Хаçат вулаканĕсене те пĕлтерес терĕмĕр. Пĕр хутчен паракан тỹлеве 2017 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчен пама пуçлаççĕ. Çак кун вăл халиччен 3, 13, 14-мĕшĕсенче пенси илекенсене тивĕçет. Январĕн 14-мĕшĕнче вара _ 4, 15, 16; январĕн 17-мĕшĕнче _ 17, 5, 6; 18-мĕшĕнче _ 18 тата 7; 19-мĕшĕнче _ 19 тата 8; 20-мĕшĕнче _ 20, 21, 9; 21-мĕшĕнче _ 22, 23, 10; 24-мĕшĕнче 24,11,12 числосенче укçа илекенсем пĕр хутчен паракан тỹлевлĕ пулĕç. Вăл пенси илмелли кунпа пĕр килменнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Енчен те пенсионер январь уйăхĕнче ки- лĕнче пулмасан тỹлев çухалмасть. Ăна тепĕр уйăхра пенсипе пĕрле параççĕ.
Видеоконференцие çак ыйту пырса тивекен организаци-предприятин, обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсем хутшăнчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)