Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Йăхран-йăха куçать йăла-йĕрке

02 декабря 2016 г.

Уява кашни çын кĕтет. Аннесенне вара пушшех те. Кĕçĕнрех ачасем кĕтмен парне хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хăйсен аллипе ăсталанăскерсем темрен те паха. Кăçалхине Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн виççĕмĕш класĕнче вĕренекенсем хăйне евĕрлĕ йĕркелерĕç. М. Сугутуская класс ертỹçипе вĕсем "Çăкăр" музейне çул тытрĕç.

Концерт программи пуян пулчĕ. Ачасем вуланă сăвăсем, шăрантарнă юрăсем, ташăсем пурне те савăнтарчĕç. Музей ĕçченĕсем те аннесене хавхалантармалли вăйăсене явăçтарчĕç. Икĕ ушкăна уйрăлнăскерсен пилĕк ĕç пурнăçламалла пулчĕ.

Ваттисен сăмахне пĕлесси кăткăсах та мар пек, анчах каллех тавçăрулăх кирлĕ. Вĕсен пуçламăшĕсене е вĕçĕсене пĕрлештерме пĕлмелле. Шăпăрпа шар йăтса чупса курнă-и эсир? Çăмăлах мар иккен.

Музей экскурсовочĕ Н. Румянцева хатĕрленĕ шỹтсем те вырăнлă пулчĕç. Хăш-пĕр аннесем кунта пуçласа пулнине те пытармарĕç. Вĕсене экскурси тата шоу питĕ килĕшрĕ. Музей директорĕ О. Гусарова наци культурине, йăли-йĕркине йăхран-йăха куçарса пырас ĕçе шăпах ачасемпе амăшĕсем пĕрле хутшăнса илсе пыни вырăнлă пулнине палăртрĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика