21 октября 2016 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул кăçал та Раççейри ялсенчи 200 лайăх шкул йышне кĕчĕ. Пĕрремĕш хут та мар. Виççĕмĕш хут! Апла пулсан вĕренỹ учрежденийĕнче паха пĕлỹ илме, ăсталăха аталантарма майсем пурах. Рейтинг кăтартăвĕшĕн тивĕçлипе савăнчĕ коллектив. Вĕсен тăрăшуллă ĕçĕ-çке вăл!
Савăнăç хăй тĕллĕн çеç çỹремест иккен. Чыса тивĕçнĕ коллективсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев пĕрер миллион тенкĕ парса хавхалантарасси çинчен каларĕ. Шкулăн пурлăхпа техника базине мĕн чухлĕ пуянлатма пулать унпа!
"Çитĕнекен ăрăва вĕрентесси, воспитани парасси сиртен, педагогсенчен, ытларах килет. Паян шкул саккинче ларакан каччăсемпе хĕрсем _ Чăваш Ен малашлăхĕ. Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ỹстерĕр, шанчăклă патриотсем çитĕнтерĕр",_ терĕ çавна май Михаил Васильевич.
Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министрĕ Ю. Исаев рейтингра çĕнтернĕ çакнашкал кашни шкул вĕрентỹ учрежденийĕсемшĕн педагогсен квалификацине ỹстерме май паракан база пултăр, вĕсем ыттисене пулăшса пыччĕр, терĕ.
Ку чăнах та çапла ĕнтĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та ресурс тата методика центрĕ шутланать, унта тĕрлĕ енлĕ сăнав площадки ĕçлет. 2014-2016 çулсенче кунта Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Канаш, Вăрмар районĕсен вĕрентекенĕсем валли уçă уроксемпе мастер-классем ирттернĕ. Шкулта республикăри вĕрентỹ институчĕн специалисчĕсем педагогсен квалификацине ỹстермелли курссем йĕркелеççĕ.
Палăртнă çĕнĕ шухăшсене, ку чухнехи вĕрентỹ технологийĕ- сене пурнăçа кĕртмешкĕн майсем çителĕклĕ. Ĕç ăнăçлăхĕ _ кадрсенче. 77 педагогран виççĕшĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ", пĕри "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ", тăваттăшĕ çут ĕç отличникĕ, вуннăшĕ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ. Раççей Президенчĕн грантне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнисем те йышлăн. Районти "Çулталăк учителĕ", "Самый классный классный", ытти конкурссен çĕнтерỹçисем те çак коллективра ĕçлекенсемех.
Вĕрентекенсен 39 проценчĕ _ аслă, 51-шĕ _ пĕрремĕш квалификаци категориллĕ. Кăçал 4 çамрăк специалиста ĕçе илнĕ. Вĕсен çумне ăста наставниксем çирĕплетнĕ.
Вĕренекенсем район, республика олимпиада-конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Н. Андреева ОБЖпа республика чысне хỹтĕлеме тивĕç пулчĕ. Улттăн район чысне ун тулашĕнче çĕклерĕç. Вĕсене çак тупăшусене кайма Ю. Васюткин, В. Падисов, Н. Путякова вĕрентекенсем хатĕрлерĕç. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне хатĕрлес ĕçе вырăс чĕлхипе О. Елкина, В. Афанасьева, математикăпа А. Селиванова, А. Клементьева, тăххăрмĕшсемпе Э. Емельянова, Э. Сейфуллина педагогсем тивĕçлĕ тỹпе хыврĕç.
53 ĕçчен (71 процент) Пĕтĕм Раççейри педагогсен фестивальне хутшăнса тĕрлĕ номинаципе дипломсене тивĕçнĕ. Вырăс чĕлхипе вĕрентекенсем Мускаври "Экзамен" издательствăра методика пособийĕ пичетленĕ.
Кăçалхи рейтинг условийĕсем иртнĕ çулхинчен урăхларах пулнă. Конкурса хутшăнакансене виçĕ критерипе хакланă. 9 класран вĕренсе тухакансем патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытнине шута илнĕ. 75 ача аттестатлă пулни ĕçе тивĕçлипе туса пынине çирĕплетет. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухакансем Раççей шайĕнчи тĕрĕслев ĕçĕсене (вырăс чĕлхипе, математика, окружающий мир) еплерех çырнине тишкернĕ. 111 ача тивĕçлĕ шайра пĕлỹ илнине кăтартнă. (Вĕрентекенĕсем: Г. Краснова, Н. Куракова, М. Шакмаева, М. Федорова).
_ Ачасене тĕрĕслев ĕçĕ çырма вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех хатĕрлерĕмĕр. Декабрь уйăхĕнче сăнавлă ĕç сĕнтĕмĕр. Çăмăллăнах пурнăçларĕç. Куллен мĕн кирлине ăса хывса пырсан пĕлỹ тĕнчипе çирĕппĕн утма пулатех,_ тет Г. Краснова вĕрентекен.
Кăçалтан çакнашкал тĕрĕслеве пиллĕкмĕшсемпе вунпĕрмĕшсене те кĕртесшĕн.
Шкулта 37 класс комплектра 952 ача вĕренет. Пĕрремĕшне 117ĕн килнĕ. Кăçал вĕсен йышĕ ỹснĕрен тепĕр класс йĕркеленĕ. Хăш-пĕр шкулсенче ача шучĕ чакать. Кунта вара вăтăра яхăн хутшăннă. Вуннăмĕш класа ку вĕренỹ çулĕнче тата Пăлапуç Пашьелĕнчен, Нăрваш Шăхалĕнчен, Анат Туçаран, Туçаран пĕлỹ илме çỹреççĕ. Çакă хăйех педагогсен професси ăсталăхĕ пысăк пулнине çирĕплетет. Вĕрентекенсен авторитечĕ районта çеç мар, республика шайĕнче те ỹссех пырать. Хăшĕ-пĕ- рисем районти тата республикăри аттестаци комиссийĕн членĕсем шутланаççĕ. Олимпиада, конкурс комиссийĕсен йы- шĕнче ытларахăшĕ.
Шкул базинче çарпа патриотла воспитани памалли тата граждансене çар службине хатĕрлемелли зонăри центр йĕркеленĕ. "Патриот" тата "Беркут" çарпа патриотла клубсем ĕçлеççĕ. Кадет юхăмĕн воспитанникĕсен класĕсем пур. Çамрăк армеецсем юлашки 4 çулта "Зарница-Орленок" вăййăн финалти ăмăртăвĕсенче мала тухса республика чысне хỹтĕлеме тивĕçнĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
ХАКЛАВ
Наталия Борисовна АНДРЕЕВА, шкул директорĕ:
_ Раççейĕпе яллă шкулсем хушшинчи çакнашкал пысăк чыса тивĕçни кăмăллă. Пĕлтерĕшлĕ кăтарту савăнтарать. Çакă коллективри кашни ачана малашне те хастар чунлă, мал ĕмĕтлĕ пулса ỹсме вĕрентме хистет.
Шкул вăл çынна аталантармалли, воспитани памалли пĕлтерĕшлĕ тапхăр шутланать. Вĕрентекенсен пурнăç мĕнлерех анлă та тĕрлĕ енлĕ пулнине уçса памалла. Ачасен таланчĕпе пултарулăхĕ шăпах кунта пуçласа палăрать-çке. Кунтах ĕç çыннин пуласлăхĕ никĕсленет. Çакна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырура та палăртнăччĕ.
Çитĕнỹ çанă тавăрса ĕçлемесĕр пулмасть. Ачасене наука тĕнчине илсе кĕме вăй-хал та, ăс-тăн та, анлă тавракурăм та, пултарулăх та, ăсталăх та, ăнтăлу та... кирлĕ. Çак енсем коллективри педагогсенче пурах тетĕп.
Анастасия Анатольевна КУБИКОВА, 9 класс ертỹçи:
_ Хама ăс панă учительсемпе пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕшĕн савăнатăп. Эпĕ ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Камран тĕслĕх илмелли пур шкулта. Çĕнĕлĕхсене методика пĕрлешĕвĕсен ларă- вĕнче сỹтсе яватпăр. Пĕр- пĕрин урокĕсене итлеме çỹретпĕр.
Ĕç стажĕ 2006 çултанпа пырать. Çак тапхăрта пирĕн шкул тĕрлĕ конкурсра палăрчĕ. Манăн асанне _ Галина Яковлевна Плешкова та çак шкулта ĕçленĕ. Çемьери професси династине малалла тăснă май ĕçе тивĕçлипе туса пыма тăрăшатăп.
Аня ПЛЕШКОВА, 10 класра вĕренекен:
_ Туçари вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ тус-тантăшăмсем 9 класс хыççăн техникумсемпе колледжсене çул тытрĕç. Эпир вара С. Свинцовпа пĕрле Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула килтĕмĕр. Атте-анне çумĕнче вăтам пĕлỹ илес килет. Каярах аслă шкула каяс ĕмĕтлĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вырăс литературипе, ОБЖпа, биологипе, экономикăпа районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăннăччĕ. Кăçал та хутшăнас ĕмĕтсем пысăк.
Шкулта вĕренме килĕшет, мĕн пур услови çителĕклĕ. Педагогсем тарăн пĕлỹ параççĕ. Ачасемпе часах пĕр чĕлхе тупрăмăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)