21 октября 2016 г.
ПАТĂРЬЕЛ урамĕпе ĕçе куллен икĕ хутчен те утма тỹр килнĕрен, ирпе-ирех кашни çутă юпи çине тăрăшсах çакса хунă салам сăмахĕсене курсан, Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэминчи йĕркесем аса килеççĕ:- "Мĕнле уяв? Паян уяв-шим?" Патăрьел ял тăрăхĕ кăçал майăн 1-мĕшĕ тата Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе район халăхне "Уяв ячĕпе, Патăрьелсем!", "С праздником!" текен плакатсене ырă шухăшпах çакнăччĕ. Чăнах та ун пек чухне тавралăха та, урама та уяв сĕмĕ кĕретех ĕнтĕ. Хăш-пĕр çĕрте ялавсем те вĕлкĕшеççĕ. Вăхăтĕнче пулсан ку питĕ аван. Анчах... Унтанпа хĕвеллĕ çу кунĕсем те иртсе кайрĕç, ылтăн кĕркунне те хыçа юлчĕ... Эпир савăнса вулакан плакатсене вара кашни кун хĕвел пайăрки те, çумăрĕ те шупкалатать те шупкалатать... Çывăх вăхăтра кĕтекен лапка-лапка юрĕ те ăна тĕс кĕртес çук. Тепĕр Çĕнтерỹ кунĕччен вара çур çул! Çакăнчченех уяв саламне йышăнма тивет-ши иртен-çỹренĕн?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)