07 октября 2016 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Петр Яковлев ячĕпе хисепленекен урамра пурăнакансем ытти чухне хăйсен урамĕ пирки тарăхмаççĕ: лăпкă, шăв-шав ытлашши мар, кỹршĕ-аршă туслă темелле. Анчах та юлашки вăхăтра вĕсен çывăхĕнчи тасатакан насус станцинчи электродвигатель пăсăлнăран, мĕнпур мăшкăлтăк шывĕ таврана юхса саланни, унăн шăрши сăмсана çеç мар, куçа та кĕни пурне те тарăхтарать. Çакăн пирки хаçат редакцине В. Пайдюкин питĕ пăлханса пĕлтерчĕ: «Шанас килет, çак çитменлĕх пирки пирĕн сасса хаçат урлă илтĕç», _ терĕ вăл хăйĕн шухăшне палăртса.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)