04 октября 2016 г.
_ Ачалăх та, çамрăклăх та çăмăл килмерĕ, _ çапла аса илет иртнине П. Спинова (ỹкерчĕкре) учитель-ветеран. Мăшăрĕн те, Александр Александровичăн, кун-çулĕ сăпкари пек пулман. Апла пулин те пурнăç вĕсене кăмăл-туйăмпа хаярлатман, сивĕтмен. Пачах урăхла, йывăр саманара туптаннă юратупа килĕшỹлĕх ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пынă. Спиновсем çине пăхатăн та чăнахах та çирĕп çемье тĕслĕхлĕ пулнине ĕненетĕн. Çур сăмахран, куçран пăхса пĕр-пĕрне ăнланни сисĕнет. Калаçăвĕнче _ пурнăç ăслăлăхĕ, кил-çуртĕнче _ тăрăшулăх, кушăрханă аллисенче ĕçченлĕх палăрать... Çур ĕмĕр ытла пĕрле, пĕр сăмахра пурăнаççĕ вĕсем.
_ Атте аллине курманран-ши, нăйкăшса ларнине пачах астумастăп. Шел пулин те атте, А. Михеткин, вăрçăран таврăнаймарĕ. Çемьере асли пулнăран-ши, анне çумĕнче мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ те паян кун та вăл алăран каймасть-ха, _ тет Пелагия Алексеевна шухăшĕсемпе ачалăха таврăнса. _ Тăраниччен çывăрман, ирхи шуçăмпа вăранса аннепе пĕрле хире васканă. Шкулта вĕренме тытăнсан вара вăрçă терчĕ-нуши пуç çине тиеннĕ. Тетрадь çуккипе кивелнĕ хаçат-кĕнекен пичетленнĕ йĕркисем хушшине çыраттăм. Йывăрлăха пăхмасăрах вĕренме, пĕлỹ илме тăрăшнă, _ пурпĕрех хăпартланса каласа парать ветеран.
Пелагия Алексеевна мĕн шкул саккинченех тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнă. Ахальтен мар ăна Турханти шкул коллективĕ аслă вожатăй пулса ĕçлеме сĕнỹ парать. Хĕр тивĕçлĕ пĕлỹ Хусанта илет, Канашри педагогика училищин вĕрентекен дипломĕ те пур унăн. Малтанласа Нăрваш Шăхалĕнчи кĕçĕн классене ăс пама пуçлать. Патăрьел каччипе паллашсан кунти иккĕмĕш шкула вырнаçать.
Ĕçчен те маттур вĕрентекен 47 çул шкул сукмакне такăрлатнă. Пелагея Алексеевна пек пысăк ĕç стажĕллĕ учитель районта, республикăра тата пур-ши? Ачасене пĕлỹ панисĕр пуçне ĕмĕрĕпех обшествăлла ĕçсене хастар хутшăннă вăл: агитатор, суйлавсенче комисси членĕ, шкулта профсоюз комитечĕн председателĕ те пулнă.
«Тăрăшни çĕре ỹкмест», тенĕ халăхра. Ахальтен мар Пелагея Алексеевна Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене чылай тивĕçнĕ. Чи кирли вара _ хăй вĕрентнĕ ачасем çитĕнсен юратнă учительне тĕл пулса сывлăх сунма, тав сăмахĕ калама пĕлни. Вĕсем вара нумайăн.
Хисеплĕ ветерана час-часах çамрăк ăру шкула халĕ те тĕл пулусене чĕнет. Вăл кĕçĕннисемпе курнăçма яланах хавас. Кăмăллă вĕрентекене пурте хисеплеççĕ. Хамăр ĕçтешпе, вĕрентекенпе эпир чăннипех те савăнатпăр, мухтанатпăр.
Г. ХЛЕБНИКОВА, вĕрентекен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)