30 сентября 2016 г.
Пĕлĕчĕн кашти хуçăлнă тейĕн, куллен тенĕ пек çумăр çăвать. Хĕвел хушăран вăтанчăк хĕр пек пăхкаласа илет те каллех çухалать. Сентябĕре кĕнĕренпе 2-3 кунтан ытла лайăх çанталăк (çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çук теççĕ-ха та) пулмарĕ-тĕр, çавна май хирти ĕçсене те ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, çавăн пекех уйрăм çынсем ниепле те вĕçлеймеççĕ. Тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ-ха, анчах çĕр улми уйра выртать. 1445 гектартан 551 гектар кăна е 38 процент кăларнă. Пĕлтĕр вара çак вăхăтра кăтарту 97 процент пулнă.
Юлашки çулсенче Патăрьелсене çанталăк пит савăнтармарĕ. Çу кунĕсем шăрăх та типĕ килнипе акнă-ларт-нă вăрлăхсем те тикĕс шăтса тухса вăй илсе каяйманран тухăç та палăртнинчен пĕчĕкрех пулчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем ирĕксĕрех культурăсене шăварма пуçларĕç. «Батыревский» пĕрлешỹре те 307 гектар йышăнакан «иккĕмĕш çăкăрăн» пĕр пайне шă- варса тăчĕç. Шыв лекнĕ лаптăкра тухăçĕ те аван, анчах çăвакан çумăр ĕçлеме памасть. Паяна 163 гектарта ĕçе вĕçленĕ. Сăкăтри «Красное знамя» кооперативра çĕрулмине 210 гектартан 115-не кăларнă. «Исток» агрофирмăра» 200 гектартан 60-шĕ тухнă. Ытти хуçалăхсен лаптăкĕ пит пысăках мар: «Труд» кооперативăн 74 гектар, «Корма» агрофирмăн _ 80, «Малалла» эртелĕн 60 гектар... Нумай-и, сахал-и _ çитĕннĕ тухăçа хирте тăратса хăварас килмест. Вăрçă вăхăтĕн-че те уйран пур культурăна та пухса кĕртме тăрăшнă та.
_ Кăçалхи пек çанталăк 2013 çулта пулнăччĕ. Ун чухне те сентябрь тăршшĕпе çумăр çурĕ. Комбайнсем хире тухаймарĕç, çавна май организаци-предприятинче вăй хуракансенчен, шкул ачисенчен (ашшĕ-амăшĕ ирĕк панă хыççăн) ял хуçалăх предприятийĕ- сем «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртме пулăшма ыйтрĕç. Районта октябрĕн 25-мĕшĕ хыççăн тин çĕр улми анисем пушаннăччĕ, _ тесе пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Александр Майрушкин.
Шупашкарти метереологи станцийĕ пĕлтернинчен октябрĕн 2-мĕшĕччен çумăр çумалла, кайран вара хĕвеллĕ кунсем 12-мĕшĕчченех тăраççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Петр ЯЛУКОВ, «Батыревский» пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ: _ Кăçал çĕр улми 307 гектарта çитĕнтертĕмĕр, 163-не пухса кĕртрĕмĕр. «Иккĕмĕш çăкăр» çи- тĕннĕ уйăхсенче нỹрĕк çителĕксĕр ỹкрĕ, çавăнпа тухăç иртнĕ çулсенчине çитеймест. Çапах шăварнă уйра вăл 350-400 центнерпа танлашать. Кашни килограма 9,5-11 тенкĕ-пе сутатпăр. Хак кăшт каярах тата ỹснине шута илсе управа та хуратпăр. Çĕр улмине тивĕçлĕ условисенче хĕл каçарма 2007-2015 çулсенче 5 хранилище тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)