20 сентября 2016 г.
Пĕлтĕр кăна хута кайнă арккăллă складра иртенпех хаваслă кулă сасси илтĕнет. Хĕрарăмсен ушкăнĕ ăнса пулнă çĕр улмине сеткăсем çине тултарать те пысăк автомашинăсем çине тиет. Пĕринчен тепри тăрăшуллă "Батыревский" акционерсен хупă обществинчи хĕрарăмсем. Надежда Саймукова, Маргарита Портнова, Света Михайлова, Наташа Сорокина, Ирина Журавлева, Валентина Пыркина пек харсăр çынсем çинче тытăнса тăрать хуçалăх тесен те йăнăш мар.
_ Ĕлĕкхилле каласан "совхоз лашисем вĕсем", бригадир хушнă пĕр ĕçрен те юлмаççĕ",_ теççĕ вĕсем пирки сăмах хускатсан.
Чăннипех те пур çĕре те ĕлкĕреççĕ: çĕр улми кăларнă, ăна тиенĕ, вăрлăх имçамланă çĕрте те вĕсем пуçаруллă. Ара, вĕсем пурнăçлакан ĕçсене асăнса пĕтерейĕн-и хуçалăхра? Çу кунĕсенче кăна мар, хĕл кунĕсенче те хастар хĕрарăмсем валли ĕç çителĕклех.
Хальхинче сăмахăм 30 çул каялла Патăрьел ялĕнче тĕпленнĕ Надежда Саймукова пирки. Кĕр мăнтăрĕнче 50 çул каялла Комсомольски районĕн- чи Смирновсен çемйинче çуралса ỹснĕ хĕр шăпине шăпах кунта тупнă. Шупашкарти пир-авăр техникумĕнче вĕренсе тухнă пике Патăрьелне пир-авăр цехне ĕçлеме килнĕ. Кунтах пулас мăшăрĕпе тĕл пулнă, çемье çавăрнă.
Шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса ăшă йăва çавăрнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă патвар Надежда пир-авăр цехĕ хупăнсан нумай кулянса ларман. Икĕ алла пĕр ĕç тесе тăван хуçалăха çул тытнă. Кунта хресчен ĕçĕнчен хăраса тăман Надеждăна хаваспах йышăннă. Вăл тытса туман, пĕлмен ĕç çуках. Кирек мĕнле ĕçе те яваплăха пурнăçлакан çамрăк хĕрарăм часах коллективра хисеп çĕнсе илнĕ.
_ Халĕ арçынсем çемçешке. Михĕ çĕклейменнисем те пайтах. Надежда Алексеевна епле кăна çавăрса хурать тырă миххисене,_ теççĕ тус-тантăшĕсем ĕçтешĕпе мухтанса.
Пĕрре хуçалăха ура ярса пуснă та урăх çĕрте ĕç шыраман Н. Саймукова. Унтанпа сисĕнмесĕрех çирĕм çул та иртсе кайнă. Харсăр тăрăшакана вара хуçалăх дирекцийĕ хавхалантарма тăрăшать. Унăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те сахал мар. Кăçал районти акатуйра Надежда Алексеевнăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç.
_ Унăн аллинче ĕç вĕресе тăрать. Пултарулăхĕ- пе, çаврăнуçулăхĕпе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Чăннипех та маттур,_ тенине пĕрре мар илтме тỹр килнĕ А. Казенов бригадиртан.
Çур аки, ĕççи вăхăтĕнче ир-ирех тухса кайса сĕм çĕрлечченех киле таврăнаймасть пулсан та ỹпкелешмест. "Çĕр пире тăрантарать. Вăлах пире сиплĕх парать",_ тет вăл ăшшăн кулса.
Надежда Алексеевнăпа Леонид Иванович виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Хĕрĕсем _ Алисăпа Настя Шупашкарти коопераци институтне вĕренсе пĕтернĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессипех тăрăшаççĕ. Ывăлĕ, Алексей, Мускаври патшалăх университетĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн тата малалла вĕренет. Хĕрĕсем çемьеллĕ. Надежда Алексеевна виçĕ хутчен кукамай ятне илтнĕ.
Пушă вăхăт тупăнсанах 50 çулхи хĕрарăм çыхма кăмăллать. Тарават кил хуçи хĕрарăмĕ тутлă апат-çимĕç пĕçерме те ăста. Ỹркенменскерсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Вĕсен пахчинче улма-çырла йăтăнса ларать. Хăйсен аллипе ăсталанă çуртра хуларинчен пĕртте кая мар.
Ял-йыш хисепне Надежда Саймукова харсăр ĕçĕпе çĕнсе илнĕ.
В. КИРИЛЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)