23 августа 2016 г.
Поэзи анинче сулмаклă утăмсем тăвать Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентекен Л. Сорокина. Людмила Александровна (Пурлушкина) (ỹкерчĕкре) Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче 1958 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Чă- ваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă, унтан Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1984-1992 çулсенче район администрацийĕн çутĕç пайĕнче логопед тивĕçне пурнăçланă. 1992 çултанпа Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Сăвăсем çырма çамрăклах пуçланă. "Çилçунат", "Ялав", "Тăван Атăл", "Пике" журналсемпе, юлашки вăхăтра Чăваш Наци радиовĕпе, "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатпа тачă çыхăнура.
Туслăх, юрату, çут çанталăк _ сăвăсенчи тĕп тема. Ытларах ача-пăча валли çырма кăмăллать вăл. Унăн сăввисем "Уйăх ачи" кĕнекере пичетленнĕ. Вăл 2005 çулта тухнă. Кĕнекене Александр Пăртта, Людмила Сорокина, Николай Карай авторсен хайлавĕсемпе сăввисене кĕртнĕ.
"Вăрманти ташă" _ Людмила Александровнан иккĕмĕш кĕнеки. Вăл 2011 çулта кун çути курнă.
2014 çулта вара Чăваш кĕнеке издательствинче Л. Сорокинан "Кĕр палли" ятпа виççĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухнă. Унти сăвăсене автор пурне те ача-пăча валли çырса хатĕрленĕ.
Районти централизациленĕ библиотекăра калăпланă "Тỹ-леклĕхре мĕн чухлĕ ырă кĕвĕ" сăвăсен пуххи те вулакана тыткăна илекен "чун апачĕ". 38 страницăра чуна пырса тивекен йĕркесем шăранса тухнă.
2016 çулта авторшăн тепĕр савăнăç. Чăваш кĕнеке издательствинчех Л. Сорокинан "Хĕвел ури" ("Солнечный зайчик") пичетленчĕ. Кĕнекере 19 сăвă. Кашнийĕшнех вырăсла куçарнă. Пĕринчен тепри янăравлă вĕсем. Яка вуланаççĕ. Кашни сăввинче _ ача шухăшĕ. Туслăха упрама вĕрентеççĕ, ĕçе хăнăхма пулăшаççĕ, суяран пăрăнма, мухтанчăка сивлеме, ваттисене хисеплеме те хăнăхтараççĕ. Çут-çанталăкпа, килти чĕр-чунсемпе туслă пулни те паха.
А. Астраханцева
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)