19 августа 2016 г.
Патăрьелĕнчи акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешỹ паян районта кĕрлесе тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Унăн кăтартăвĕсем те, çитĕнĕвĕсем те çителĕклех. Пĕрлешĕве йĕркелесе яни августăн 20-мĕшĕнче 15 çул çитет. Çын ĕмĕрĕпе танлаштарсан нумаях та мар пек, анчах çулран-çул çырăнакан истори тата бухгалтери отчечĕсенчи кăтартусем кунта тар çителĕклех тăкнине çирĕплетеççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕ-сем, 2000 çул пуçламăшĕсем мĕнлерех йывăр вăхăтсем пулнине нумайăшĕ ас тăваççĕ. Шăпах çак тапхăрта чылай ял хуçалăх предприятийĕ саланчĕ, панкрута тухрĕ. Ултă яла пĕрлештерсе тăракан "Батыревский" совхоз та çак шăпаран иртеймерĕ _ виççе пайланчĕ. Патăрьелĕнче "Батыревский" ял хуçалăх производство кооперативĕ туса хучĕç. Анчах вăл та самана улшăнăвĕсене чăтаймарĕ, "çурăк валашка" умне тăрса юласси патнех çитрĕ. Патăрьел ял советне ертсе пыракан Ю. Моисеева хуçалăха ертсе пыма шаннă. Тĕплĕ шухăшланă, кооперативра ĕçлекенсемпе канашланă хыççăн 2001 çулта акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвне йĕркеленĕ. Ун чухне хуçалăхри фермăра сăвакан ĕне 70 пуç тăнă, çимелли çителĕклĕ хатĕрлеменрен вĕсене хĕлле ыраш улăмĕ панă. Техника паркĕнче те трактор-комбайнăн ытларах пайĕ кивĕ пулнă. Кадрсем пур çĕрте те сывлăш пекех кирлĕ, анчах чылайранпа шалу тỹлеменнипе ĕçлеме килес текенсем тапăртатса тăман. Çакăн пек йывăр лару-тăрăва та пĕрлешỹре çĕнтерме майсем тупнă. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕхсĕр аталанайманнине шута илсе вĕсен йышне ỹстерме пуçланă.
2004 çул тĕлне ĕне-выльăх 248 пуçа, сăвакан ĕнесем 90-а çитнĕ. Техникăна та çĕнетнĕ. Шалу пама тытăннă. Маларах акара е вырмара хуçалăхăн тĕп специалисчĕсем хăйсем те трактор-комбайн рулĕ умне ларса хире кайнă, пĕрлешỹ ура çине тăма пуçласан çамрăксене явăçтарнă. 2004 çулхи декабрьте акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕве ертсе пыма кунта инженерта вăй хунă П. Ялукова шаннă. Петр Валерьевич та суйласа илнĕ çултан пăрăнман. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне, çĕр улми тата тыр-пул туса илессине аталантарма пуçланă. 2006 çулта 96 пуç ăратлă пушмак туяннă. 1960 çулсенче тунă витесене реконструкцилеме пикеннĕ _ сĕте пăрăх тăрăх тỹрех сивĕтмĕше каймалла тунă. Анчах çакă пĕрех çителĕксĕррине туйса тата фермăра кадр ыйтăвĕ çивĕчленнине шута илсе çĕнĕ хуралтă тума пуçланă. 2013 тата 2014 çулсенче 400 ĕне вырнаçмалăх витесем хута кайнă. Пĕрне-пĕрне хăпартма 20 млн тенкĕ тăкакланă. Паян ĕнесем патĕнче пур ĕçе те автоматизациленĕ. Апата тракторпа параççĕ, сĕт пăрăх тăрăх каять, тислĕке транспортерпа кăлараççĕ. Выльăх шучĕ сахаллипе витесенчен çĕр улмине хĕл каçарма тунă управсене те тепĕр хут çĕнетсе пăрусемпе пушмаксем валли тунă. Территоринче те таса, тирпейлĕ. Дояркăсемпе скотниксене канма, çăвăнса тасалма ятарлă пỹлĕмсем пур.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли цикла пуçăннăранпа кăçал 10 çул çитнĕ, анчах вăл вĕçленмен-ха. Паян сенаж шăтăкĕсене бетонпа сараççĕ. Выльăхсен шутне те ỹстереççĕ. Çуркунне 61 пуç ăратлă пушмак туяннă. Пĕри 134 пин тенке ларнă. Халь ĕне-выльăх 745 пуç, унтан сăваканни _ 312. Куллен 6 тонна ытла сĕт сутаççĕ. Пĕр ĕне талăкра 19 килограмм ытла антарать. Пĕрлешỹре çакна чикĕ тесе шухăшламаççĕ. Çулталăк вĕçне ĕнесен йышне тата ỹстересшĕн _ 360 пуçа çитересшĕн. Çывăх çулсенче вара "Батыревский" совхозăн кăтартăвне хăваласа çитме _ выльăхсен шутне пине çитерме _ тата талăкра 8 тонна сĕт сума тĕллев лартнă. Шухăшланисене пурнăçлама кунта яланах тăрăшаççĕ.
Çĕнĕлĕхсене кĕртсе пынипе сĕт 2012 çулта 13 млн та 741 пин тенкĕлĕх, 2013-ре _ 20 млн та 966 пин тенкĕлĕх, 2014-ра _ 23 млн та 611 пин тенкĕлĕх, 2015-ре 25 млн та 104 пин тенкĕлĕх сутнă.
Паркра та хăватлă техника кĕрлесе ларать. Трактор-машинăран "аслă" текеннисем те 8-9 çулта кăна. Н. Викторов тытса пыракан "Дон" комбайн, чăнах та, кăçалхипе 16-мĕш хут вырмана хутшăннă. Анчах "карап" çине пăхсан ун пек калаймăн. Хуçи ăна тирпейлĕ тытнăран вăл нумай пулмасть заводран тухнă пек курăнать. Çавăн пекех пĕрлешỹре хурçă "утсене" юсама запчаçсем çителĕклĕ илсе параççĕ. Усă курманнисене, кăкарса çỹремелли хатĕрсене хĕлле хỹтлĕхе лартаççĕ.
Уй-хирте те çулленех пур культура та ярăнса кăна ỹсет. Тыр-пула та, çĕр улмине те çум курăкран _ гербицид, тухăçа ỹстерме минераллă удобренисем сапаççĕ, тислĕк тăкаççĕ, вăрлăхсене çĕнетеççĕ. Акара та, вырмара та ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ кăтартусем те савăнтараççĕ. Кăçал тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 31,1 центнер пулнă. Кĕрхисен 40-рен те иртнĕ. Пĕлтĕр çу типĕ те шăрăх килчĕ пулсан та 28-па танлашнă. Çĕр улми иртнĕ çул кашни гектартан вăтамран 202 центнер тухнă.Сăмах май, хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçарма тивĕçлĕ условиллĕ хранилищĕсем пур.
Пĕрлешỹ пурнăç таппипе пĕр тан утать. Кунта технологисене çĕнетсе пыраççĕ, энергие перекетлекен хатĕрсемпе усă кураççĕ. Çитĕнỹсем вара коллективра пĕр сăмахра тата килĕштерсе ĕçленипе пулаççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Пĕрлешỹ ертỹçи П. Ялуков (варринче) тата унăн çумĕ Н. Каклимов республикăри пĕчĕк бизнеса пулăшассипе ĕçлекен агентствăн директор тивĕçне пурнăçлакан А. Масловпа, С. Куданов финанс аналитикĕпе тĕл пулнă самант.
Сăмах _ хуçалăхра вăй хуракансене
Роза СЕЙФУЛЛИНА, тĕп бухгалтер:
"Батыревский" совхоза эпĕ 1983 çулта ферма заведующийĕн çумне ĕçлеме килтĕм. Çавна май лайăх вăхăтра та, йывăр самантра та кунта вăй хума тиврĕ. 2004 çулта тĕп бухгалтер тивĕçне мана шанчĕç. Иртнипе паянхине танлаштармалли те çук. Ун чухне выльăх-чĕрлĕхĕ те сахалччĕ. Шалу илеймен уйăхсем те нумай пулнă. Паян хуçалăхăн кăтартăвĕсем те аван, çитĕнĕвĕсем те пур. Çакăншăн чун савăнать".
Алена ПОЛЯКОВА, тĕп зоотехник:
"Пĕрлешỹри улшăнусем ман куç умĕнчех пулса пыраççĕ. Унччен витесем кивĕччĕ, вĕсенче ĕçлеме условисем çукчĕ. Кадрсем çитменнипе нушаланаттăмăр. Паян çĕнĕ икĕ вите аякранах курăнса ларать. Вăй хуракансем те пур. Халь дояркăсем кашни уйăхрах 20 пин тенкĕ ытла шалу илеççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ. Час-часах тивĕçлĕ канăва кайнисем: "Мĕншĕн çамрăк мар-ши, çакăн пек фермăра эпир те тăрăшăттăмăр", _ теççĕ".
Дмитрий АВРЕЛЬКИН, ветеринари врачĕ:
"Юлашки çулсенче хуçалăхра выльăхсен шучĕ ỹссе пырать. Ăратлă ĕнесем те нумайланчĕç. Вĕсене пăхма, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттерме укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăраççĕ. Витесене дезинфекциленĕ, тасатса тирпейленĕ. Паян тесен паян ĕнесене кĕртме пултаратпăр".
Иван ЕСЛЮКОВ, тĕп энергетик:
"Хуçалăхра çĕнĕлĕхсем кĕртсех пыраççĕ те, улшăнăвĕсем те пур. Вырма вăхăтĕнче йĕтемре 50-60 çын ĕçлетчĕ. Тыр-пула тасатса тирпейлесе кĕртме КЗС туяннă хыççăн 7-8-ăн кăна вăй хуратпăр. Хăть трактор паркне кай, хăть ферма _ пур çĕрте те автоматика".
Лидия НИКОЛАЕВА тата Ольга КРАСНОВА, пенсионерсем:
"Тивĕçлĕ канăва кайичченех "Батыревский" хуçалăхра вăй хутăмăр. Пĕрлешỹ пире манмасть, тимлĕх уйăрать. Акă, пенсие кайнисене тỹлевсĕр пĕрер центнер тырă парать. Çакă пире савăнтарать".
Ытти ертỹçĕсен шухăшĕсем
Петр НИКИФОРОВ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи:
"Батыревский" пĕрлешỹ лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Унăн кăтартăвĕсем те, çитĕнĕвĕсем те пур. Çакă чи малтанах ертỹçĕрен тата тĕп специалистсенчен, вĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынинчен нумай килет. Ман шутпа, кунта кашни çын хăй вырăнĕнче. Хуçалăхра тăрăшакансене малашне тата лайăхрах вăй хума ăнăçу сунатăп. "Батыревский" пĕрлешỹ пек хуçалăхсем районта нумайрах пулсан начартараххисем те малалла туртăннă пулĕччĕç".
Леонид КУЗНЕЦОВ, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ:
"Батыревский" пĕрлешỹ пек хуçалăхсем районта нумай пулсан эпир чи лайăх аталанса пыракан районсенчен пĕри пулăттăмăр. Кунта çĕнĕ технологисемпе, инвестици проекчĕсемпе усă кураççĕ, пурнăç таппипе пĕр тан утаççĕ. Хирсене тухсан та çум курăк çуккипе, витесене кĕрсен те выльăхсем нумаййипе кăмăл çĕкленет. Ирхи 6-7 сехетрех хуçалăхра тăрăшакансене ĕç вырăнĕнче курма пулать. Ытти хуçалăхсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче "Батыревский" пĕрлешỹ. Районта кăна мар, республикăра та вăл малта пыраканнисен шутĕнче".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)