16 августа 2016 г.
Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши литературăна чи малтан сăвăç пулса кĕчĕ. Унăн чăвашлăх пирки çырнă тарăн шухăшлă сăввисем çумĕнче 50-60-мĕш çулсенче юрату темипе çырнă ăшпиллĕ хайлавĕсене тỹрех асăрхатăн. Вĕсем вăрăм мар, анчах хăйне евĕрлĕ. Вĕсенчен пĕри: "Мĕн вăл юрату?"
1-мĕш çавра:
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм уйăхран,
"Юрату вăл йăлкăш кулă", _ терĕ уйăх.
Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм улăхран,
"Юрату чечек вăл", _ терĕ аслă улăх…
Лирик пысăк туйăма палăртма çут çанталăкăн пайĕсемпе чĕрĕ калаçăва кĕрет, улăх, уйăх, шăпчăк, шăрчăк сăмахсемпе илемлĕ рифма йĕркелет.
Таса та пысăк юратупа çут çанталăк ырлăхĕ тачă çыхăнура тăнине автор темиçе сăвăра та кăтартать:
"Сап-сар чечек"
Сап-сар чечек, сар чечек -
Ман юрату чечекĕ…
"Ăнлану"
Сан чуну ман чунпа,
ăмăрткайăк пулса,
Тỹпене çăлтăр евĕр хăпарчĕ…
Юрату темипе çырнă сăвăсенче Юхма пĕр сăмахпа е сăмах майлашăвĕпе час-час усă курать. Ку е çав сăвă-юрра çывăх пулнине тавçăратăн. Кирек мĕнле юрă та хутламсенчен (повтор) тăрать, çăмăллăн вуланать, ас туса юлăнать, тен çавăнпа Юхма сăввисене композиторсем юрра хываççĕ, итлекенсене килентереççĕ.
Юратусăр пурнăç - хĕвелсĕр тĕнче,
Юрату вут-хĕм саптăр,тăван, чĕрỹне.
Юратса пурăнаççĕ çынсем ку енче,
Юрату телей кỹтĕр паян кашнине.
Юратусăр пурнăç - чечексĕр уй-хир,
Юрату вăл хушать этеме чăн çунат.
Юратусăр пурнăç - шуçăмсăр ир,
Юрату тупман çын питĕ час аманать.
Кашни йĕрки пĕр пек сăмахпа пуçланни - анафора мелĕ, вăл сăвва хăйне манерлĕх кỹрет. Унпа пĕрле, юратусăр пурнăç çуккине витĕрех куратăн, ăнланатăн, чĕререн ĕненетĕн.
Ятсăр сăвă
Çатма çинчи пек çунтартăн мана,
Манпа юнашар хăв пĕрре те çунмарăн.
Айван, халь кăна эп ăнлантăм çакна,
Вара сан ултав тĕнчинче тек юлмарăм…
Ку сăвă ăнман юратăвăн тĕввине салтать. "Çатма çинчи пек çунтартăн " пысăклату кăна мар, халăх сăмахлăхĕнче усă куракан каларăш сăвăра хăйĕн вырăнне тупнă.
Автор малашнехи пурнăç, ватлăх пирки шухăшлани 2000 çулсем хыççăнхи лирикăра аван палăрать. Пурнăçа хăйне евĕрлĕ сăнарлани - Михаил Юхма кĕвви, сасси:
Çăп-çăмăл пĕлĕт пек кунсем шăваççĕ,
Никам тытса чарас çук вĕсене.
Мĕн-ма вĕсем ватлăхалла васкаççĕ,
Кам панă вăш! çунат çав кунсене?..
Анне çинчен çырнă сăвăсем авторăн темиçе те. Вĕсем пурте хăйне евĕрлĕ. Хĕвел анать.
Карри хура сĕм каçăн,
Тỹпе тулли.
Çап-çутă çăлтăрсем.
Хăш çăлтăру сан килĕ-ши, аннеçĕм,
Ăçтан яран мана эс саламсем... А
втор хăй амăшĕпе час-час курса калаçнăн туйăнать. Эпитет, олицетворени, метоними кăна мар, философиллĕ тарăн шухăш пытарăннă йĕркесенче.
Пурнăç, ĕмĕт, телей, юрату лирикипе паллашсан Михаил Юхма сăвви-юрри тутă мăйăр пек пиçĕ те асамлă пулнине ĕненетĕн.
Ача- пăча валли çырнă сăвăсенче вара илĕртỹлĕх тени куç виçейми. Вĕсенче те Юхма кĕвви, Юхма сасси илтĕнет.
"Çăлтăр сапрĕ çỹл тỹпе" кĕнеке пĕчĕккисем валли хайланă сăвă-вăйăсемпе пуян.
Кун каçиччен
Таккăн-таккăн.
Каç пулсассăн
- Шăппăн-шăппăн (пуртă).
Тĕрлĕ питлĕ пикесем
Шыв ĕçесшĕн ирсерен,
Ĕçлесси килет вĕсен (сăрăсем)
Ман шутпа, Михаил Юхма вулакана хăй енне çавăрма пĕлет. Ку вăл çыравçăн меслетлĕхĕ, вăрттăнлăхĕ, турă панă пултарулăхĕ.
Г. Хлебникова, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, Иван Ивник премийĕн лауреачĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)