09 августа 2016 г.
"Раççей Федерацийĕн вырăнти хăйтытăмлăх организацийĕсен пĕрлехи принципĕ çинчен" Федераци тата "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх организацийĕ çинчен" ЧР саккунĕсемпе, Патăрьел ял тăрăх Уставĕпе тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхне суйламалли кандидатсен конкурсĕн йĕркипе, Патăрьел ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн IX ларăвĕнче кăларнă йышăнупа килĕшỹллĕн Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ пулма Николай Геннадьевич Ялукова çирĕплетнĕ.
Н. Ялуков 1988 çулта Патăрьелĕнче çуралнă. Аслă пĕлỹллĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнче юриспруденци специальноçне алла илнĕ.
2010-2015 çулсенче "Батыревский" пĕрлешỹре юрисконсультра вăй хунă, 2015 çултанпа директорăн юридика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)