08 июля 2016 г.
ЮЛАШКИ çулсенче "триатлон" текен спорт тĕсĕ ял шайĕнче те самай вăй илсе пырать. Шывра ишессипе, велосипедпа тата çуран чупассипе çыхăннă тĕрлĕ шайри ăмăртусене Патăрьелсем те хастьар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче çеç Куславкка хулинче Раççей шайĕнче иртнĕ пысăк тупăшăва "ДЮСШ _ ФСК "Паттăр" спортсменĕсем хутшăннă çеç мар, малти вырăнсенче те палăрнă. Елена Краснова, Николай Перепелкин, Егор Селиванов виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Çавăн чухнех хамăр республикăра мала тухассишĕн те триатлонпа тупăшу иртнĕ. Унта Полина Хураськина иккĕмĕш, Аня Иванова тăваттăмĕш тухнă. Пирĕн спортсменсем малти вырăнсене пайланинче В. Платоновпа В. Карягин тренерсен тивлечĕ те пысăк.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)