05 июля 2016 г.
Республика Пуçлăхĕн 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн акционерсен "Батыревский" хупă обществăн техник-осеменаторне Василий Александрович Убаева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ", культурăри тивĕçлĕ çитĕнỹсемшĕн "Централизациленĕ клуб системи" учрежденин сасă режиссерне Ферид Шафигуллович Абитова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" хисеплĕ ятсене панă.
Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхне Владимир Клементьевич Никитина "За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике" паллăпа наградăланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)