01 июля 2016 г.
Июлĕн 1-мĕшĕнчен, шăпах паянтан, пирĕн çĕр- шывра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Çыравĕ пуçланчĕ. Вăл августăн 15-мĕшĕчченех тăсăлать. Çавна май районти çыравçăсем те килсем тăрăх çỹреме пикенчĕç. Маларах вара вĕсене кашнине хăйсен территорине, шутлав тата инструктор участокĕсене уйăрса панă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурĕ 32 çыравçăпа 5 инструктор ĕçлет.
Июнĕн 20-мĕшĕнче бизнес-инкубаторăн конференц-залĕнче çыравçăсемпе тата инструкторсемпе вĕрентỹ иртнĕ, вĕсен пĕлĕвне тест ирттерсе хакланă. Çакăн хыççăн тин яваплă ĕçе хутшăнакансем ятарлă тум тăхăнса (кăвак жилетпа карттус, пурин çумĕнче те удостоверени пур) хăйсене шаннă участоксем тăрăх çỹренĕ, çыравăн тĕллевне ăнлантарнă.
Çыравра пухнă информацие, "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх Çыравĕ çинчен" Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, пĕтĕмĕшле статистика кăтартăвĕ пек кăна усă кураççĕ.
Мĕн тума кирлĕ-ха çырав? Раççей малашлăхĕ ял хуçалăхĕпе тỹрреммĕнех çыхăннă, анчах тĕрĕс кăтартусемсĕр аталану пулмасть. Халь иртекен мероприяти республикăшăн, çĕршывшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех ялсенчи демографи лару-тăрăвĕ, çынсене ĕçпе тивĕçтересси, çĕр лаптăкĕн калăпăшĕ, техника пурри тата ытти те аграри политикине йĕркелеме пулăшать.
Г. САЛИХОВА, тĕп специалист- эксперт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)