01 июля 2016 г.
Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче районта çул-йĕре тăвас, юсас ыйтусене сỹтсе явнă. Министр Кзыл-Камышра вырăнти çула тăвасси епле пынипе паллашнă, "Стройремост" пĕрлешỹ ĕçне пысăка хурса хакланă. Çавăн пекех "Çĕрпỹ _ Чĕмпĕр _ Яманчурел" автоçула юсанине кайса пăхнă. Сăмах май, ăна тĕплĕн реконструкцилеме республика бюджетĕн- чен 106 млн тенке яхăн уйăрнă.
Кăçал районта вырăнти 5 çула _ Патăрьелĕнче, Сăкăтра, Нăрваш Шăха- лĕнче, Кзыл-Камышра, Пăлакассинче _ тăвассине вĕçлеççĕ. Объектсене валли 15138,1 пин тенкĕ уйăрнă. Район кунĕнче Кзыл-Камышри Çĕнĕ урамри çула уçма палăртнă.
Çулталăк пуçланнăранпа регионти тата муниципалитетсем хушшинчи "Калинино _ Патăрьел _ Елчĕк" çула 16086,9 пин тенкĕлĕх юсанă. Кăçал районта 40 çухрăм трассăна 180 млн тенкĕлĕх юсама тата тума палăртнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)