Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кино çулталăкĕнчи кадрсем _ асăнмалăх

17 июня 2016 г.

КĂÇАЛХИ Акатуй-Сабантуйра çĕнĕлĕхсем сахал мар пулчĕç. Чăн малтанах хăнасем район историшĕн пĕлтерĕшлĕ куравпа _ тĕрлĕ сферăра вунă çултан ытларах ĕçленĕ хисеплĕ ертỹçĕсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе _ куçа-куçăн паллашрĕç. Патăрьел ял тăрăхĕн "çурт умĕнчи картишĕнче" вара чăнласах та Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче асăнмалăх кадрсем тумалли сăлтавĕ пайтах пулчĕ. Аслă çулхи çынсенчен чылайăшĕ "Рекорд-6" телевизора, "Весна" радиолăна тата ытти кил-тĕрешри электрохатĕрсене курсан ачалăхне куç умне кăларса тăратрах пулĕ. Паянхи çамрăксемшĕн вара вăл истори управне куçнă музейри экспонат. Иртен-çỹрен 40-50 е тата ытларах çулхи телефон аппаратне тытса пăхмасăр та чăтаймарĕ. Вăхăтĕнче хир условийĕсенче усă курнă техника паянхи кунчченех лайăх упранать. Пĕлекенсем унпа морзе азбукипе те калаçма пултараççĕ-мĕн.

Ял тăрăхĕнчи куравра Патăрьелĕнчи Седойкинсен çемье династийĕн документлă хроники те хăнасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсен кино сетĕнчи системăра ĕçленĕ стаж 130 çул ытла пуçтарăннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика