31 мая 2016 г.
Иртнĕ ĕмĕрсен историйĕ музейсенче уçăмлăн сăнарланать. Вĕсенче ăрусен кун-çулĕ яр уççăн курăнать. Районти "Çăкăр" музейĕ пирки те çакнах каламалла. Иртнипе çитĕнекен ăру паллашать. Шкулсенче вĕренекенсем кунта килсех çỹреççĕ.
Ку хутĕнче те вĕсем районти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне уявланă май "Ачасем, юмах тата кино" мероприятине хутшăнчĕç. Ăна Раççейри кино тата Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкне халалланă. Малтанах "Çăкăр" музейĕн директорĕ О. Гусарова уяв ячĕпе саламласа музей активисчĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Унтан театрализациленĕ представленисем пуçланчĕç. Унта 7 ушкăн хутшăнчĕ. Çитĕнекен ăру юмахсен сăнарĕсене чĕррĕн куç умне кăларчĕ. Паттăрсен тумĕсем, декораци юмах тĕнчине кĕме май пачĕç.
7-10 çулхисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Кивĕ Ах- пỹртри тĕп шкулта вĕренекенсем (ертỹçи М. Ярусова), иккĕмĕшне Çĕньялти тĕп шкулти ачасем (ертỹçисем В. Еремеевăпа В. Никитина) тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкула çỹрекенсем (С. Аксяновăпа Э. Кеметова) йышăнчĕç. Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта вĕренекенсен тепĕр ушкăнĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Çавăн пекех жюри Патăрьелĕн- чи пĕрремĕш вăтам шкулти иккĕмĕш классен ĕçне те (ертỹçи М. Воронова) çак вырăнах хурса хакларĕ. Вырăс, чăваш чĕлхипе çырнă юмахсене суйласа илнĕ ачасем.
Аслăрах çулхисенчен Патăрье- лĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти пиллĕкмĕшсене (ертỹçисем Л. Перхиевăпа М. Чернова) тата Çĕнĕ Ахпỹртри тĕп шкулти улттăмĕшсене (Л. Казакова) палăртмалла. Икĕ ушкăнĕ те Франци поэчĕн Ш. Перро юмахĕсене кăмăлланă.
Мероприятие пуянлатма Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Р. Илюткина, М. Сугутская, О. Спинова ертсе пыракан иккĕмĕш классен ташă ушкăнĕсем тата централизациленĕ клуб системинчи В. Арланова юрăç та пулăшрĕç.
Тумла шывĕ тинĕсе пулăшать
Каçхине вара "Музейри каç" акци иртрĕ. Унта историпе, этнографипе, выставкăсемпе паллашас текенсем хутшăнчĕç. Пĕр- пĕрне курса калаçас шухăшлисем те пулчĕç. Культура учрежденийĕн, администраци, библиотека, вĕрентỹ сферин, централизациленĕ бухгалтерин ĕçченĕсем, "Музей тусĕсем" клуб членĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕ мероприятине. Н. Румянцева экскурсовод экспонатсемпе паллаштарчĕ. Г. Маркиданова алă ăсти тĕрлес ăсталăхне кăтартрĕ. Пĕрлех музей çĕнĕ экспонатсемпе те пуянланчĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов В. Алмантай кĕнекисене парнелерĕ. Патăрьелĕнче пурăнакан Р. Задорова патшалăхăн авалхи кредит билечĕсене пачĕ. Вĕсенчен чи "ватти" _ 1898 çулхи. Н. Сапожникова ачасен çăпатипе савăнтарчĕ. Именкассинчи Г. Маркиданова вара тĕрленĕ алă ĕçне парнелерĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)