24 мая 2016 г.
"Эпир _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцин иккĕмĕш тапхăрне малалла тăсса Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта палăртнă мероприятисем черетленсех пыраççĕ.
7а тата 7б классем хушшинче хаваслă стартсем иртрĕç. Çĕнтерỹçĕ пулас тесен самай вăй хума тиврĕ. Мечĕке сиктерсе баскетбол ункине кĕртмелле, хăвăрт чупмалла, пингвинла сикмелле, тăват уран малалла тата каялла упаленмелле, "мина" шырамалла тата ытти те. 7б класс пуçласах малран-мала, очко çумне очко пухса вир- хĕнтерсе пычĕ. Хăйсен пултарулăхне, вăйне тĕрĕс усă курса тепĕр классем те "ỹксех" юласшăн пулмарĕç. Юлашкинчен баскетбол вăййи пулчĕ. Унта 7б спортсменĕсем 12:4 шутпа выляса илчĕç. Н. Мазяков, А. Митин, В. Куликов, Д. Нуржанов, А. Петров, В. Егорова, М. Иванова, С. Савдерова, С. Кошкина, С. Тимофеева физкультурăпа, спортпа çывăх пулни курăнчĕ.
7б класс çĕнтерчĕ.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)