Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕршыв тĕрекĕ _ çирĕп çемье

17 мая 2016 г.

 Ырă йăлана малалла тăсса Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче районти Çырăнтару керменĕн- че нумай çул мăшăрпа пурăнакан тата пур енĕпе те кăтартуллă мăшăрсене чысларĕç. Райадминистрацин ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталия Емелина чăн малтанах чуншăн питех те ăшă та кăмăллă уяв историйĕ, пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăчĕ.

Пуçласа ăна ООН Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 23 çул каялла, 1993 çулта, паллă тума пикеннĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те календарьти пĕлтерĕшлĕ кунра кăтартуллă та ĕçлĕх- лĕ, пултаруллă та сăпайлă çемьесене саламласси çирĕпленнĕ йĕрке .

Чуна хавхалантаракан, хумхантаракан, мĕнпур иртнĕ пурнăçа куç умне кăларса тăратакан Мендельсон маршĕпе 55, 50 çул каяллахиллех алла-аллăн тытăнса халĕ ĕнтĕ çамрăках мар мăшăрсем умлăн-хыçлăн утса кĕчĕç: Еншикри Петр Максимовичпа Анна Поликарповна Ивановсем нумай пулмасть изумруд туйне, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Александр Алексеевичпа Валентина Полиэвтовна 54 çул пĕрле килĕштерсе пурăннине, Патăрьелĕнчи Александр Степановичпа Венера Константиновна Леонтьевсем ылтăн туй савăнăçне чи-чи çывăх çыннисемпе пĕрле пайланă. Çемье кунĕнче вара вĕсене уяв ячĕпе саламлама, ĕç паттăрĕсем умĕнче пуç тайма тата вĕсене малăшнехи пурнăçра ырлăхпала сывлăх сунма район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Мефодьев, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Моисеев хутшăнчĕç.

Виçĕ çемье _ виçĕ тĕрлĕ шăпа. Вĕсенчен никама та пурнăç ылтăн сăпкара сиктермен. Хăйсем те шурă кулачă çисе ỹсмен. Кашиех хăйне евĕр пурнăç паттăрĕсем. Тăватă ача çуратса ура çине тăратнă Петрпа Анна Ивановсем пĕр ялтах, Еншикрех çуралса ỹснĕ. Пĕр-пĕринчен аякра та мар, кỹршĕллех темелле. Апла пулин те, çемье пуçлăхĕ калашле, туй йĕркине пăсман, хĕре чăваш йăли-йĕркипе _ лашапах _ кайса илнĕ... Ун чухне каччăпа хĕр пĕри 23 çулта, тепри 24ра пулнă. Ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те "Герой" колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çичĕ мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ паян вĕсемшĕн чи пысăк пуянлăх.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи аслă ăру Александр Алексеевичпа Валентина Полиэвтовна Селивановсене ăшă сăмахсемпе çеç хак пама пултарать: ĕçчен, сăпайлă, тăрăшуллă, тỹрĕ чунлă çемье... Кил хуçи пуçлăхĕн алли чăннипех те тимĕр ут "штурвалне" тытса пиçĕхнĕ. Ачаллах ури çине ĕне пуснă харсăр каччăна 16 çултах жнейка шанса панă! Çакăнтан пуçланнă та унăн ĕç стажĕ. Салтак хыççăн та каччă руль умнех ларнă. Çапла вара вăл мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех водительте тăрăшнă. Хăй калашле, Совет Союзĕн кашни кĕтессине те çитнĕ пулĕ. Александр Александровичăн ячĕ "Герой" хуçалăхăн хисеплĕ кĕнекинче те çырăннă. Унсăр пуçне те унăн хисеплĕ ячĕсем сахал мар. Вăл 10 тата 11 пилĕкçуллăхсен ударникĕ, тĕрлĕ çулсенче ВДНХан пăхăр, "За доблестный труд" медальсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕн ĕçри çитĕнĕвĕ Валентина Полиэвтовнăран та чылай килнĕ. Ултă ача амăшĕ пепкисене кирлĕ пек пăхса çитĕнтерме те, мăшăрĕпе пĕр чĕлхе тупса пурнăçа сыпăнтарса пыма те мехел çитернĕ. Йывăрлăхсене Селивановсем яланах пĕрле пайланă. Çакă мăшăрлă пурнăçра чи кирли.

Район центрĕнче пурăнакансем чылайăшĕ Леонтьевсене пĕлеççĕ çеç мар, пур енĕпе те ырăпа хаклаççĕ. Аллă çул алла-аллăн килĕштерсе пурăнакан Александр Степановичпа Венера Константиновна уявра та çап-çамрăк курăнчĕç. Урăхла каласан куçсенче ĕлĕкхи вăрттăн туйăм паян кунчченех çăлкуç пек тасан упранни _ вĕсен пурнăç ăнăçăвĕ тесе калас килет. Ахальтен мар ĕнтĕ Упамса каччи Кивĕ Катек чиперккине пĕрре курсах куçран вĕçертмен. Çамрăкрах чухне Александр Степанович тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен 21 çул пĕр улшăнмасăр çул-йĕр тăвакан ДРСУ ра тăрăшнă. Мăшăрĕн, Венера Константиновнан, тутлă та сĕтеклĕ апатне тутанман çын районта юлман та пулĕ. "Юность" кафере 41 çул тăрăшнă ăста та матур повар-раздачица умĕнче пуçа çеç таймалла. Леонтьевсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, пархатарлă ĕçшĕн сахал мар Хисеп грамотине, Тав хутне те тивĕçнĕ. Кукаçипе кукамине паян Галина Александровнăн çемйи, юратнă мăнукĕсем савăнтарса тăраççĕ.

_ Паян çемье пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл çирĕп те шанчăклă пулнинчен район аталанăвĕ, республика çитĕнĕвĕ, çĕршыв мăнаçлăхĕ килет. Кăçалхи Ĕç çынни çулталăкĕнче Сирĕн пек ĕç паттăрĕсене ятран асăнасси, чысласси пирĕн таса тивĕç. Эсир _ çамрăк ăрушăн çул маякĕ вырăнĕнче. Тавах сире пуриншĕн те,_ çапла хак парса саламларĕ мăшăрсене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Хисеплĕ çемьесене Пикшик, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕсем, тăванĕсем те ăшшăн саламларĕç, малашнехи пурнăçра канлĕ ватлăх, сывлăх сунчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика