Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Куравпа кашнийĕ паллашма пултарĕ

13 мая 2016 г.

Ĕç çынна илем кỹрет, теççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Районта та хăйсен профессине чунтан парăннисене сума сăвасси йăлара. Çак кунсенче ял хуçалăх предприятийĕсене 10 çул ытла ертсе пынă ертỹçĕсен сăн ỹкерчĕкĕсенчен куçса çỹрекен курав йĕркеленĕ. Ăна Патăрьелĕнче сумлă лару-тăрура майăн пĕрремĕшĕнче уçрĕç. Унпа Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче пурăнакансем майăн 11-19-мĕшĕсенче тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ. Алманчăра вăл майăн 19-27-мĕшĕсенче, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕнче _ майăн 28 _ июнĕн 6-мĕшĕсенче, Сăкăтра _ июнĕн 6-17-мĕшĕсенче, Шăнкăртамра _ июнĕн 17-28-мĕшĕсенче, Нăрваш Шăхалĕнче _ июнĕн 28 _ июлĕн 8-мĕшĕсенче, Çĕньялта июлĕн 8-15-мĕшĕсенче, Турханта _ июлĕн 15-22-мĕшĕсенче, Чементе _ июлĕн 22-29-мĕшĕсенче, Шăхачра _ июлĕн 29 _ августăн 9-мĕшĕсенче, Первомайскинче _ августăн 9-22-мĕшĕсенче, Пашьелĕн- че _ августăн 22-29-мĕшĕсенче, Ишлĕре _ августăн 29 _ сентябрĕн 7-мĕшĕсенче, Пикшикре _ сентябрĕн 7-19-мĕшĕсенче, Тăрăнта сентябрĕн 19-28-мĕшĕсенче, Ыхра Çырминче _ сентябрĕн 28 _ октябрĕн 6-мĕшĕсенче, Патăрьелĕнче _ октябрĕн 6-14-мĕшĕсенче, Çĕнĕ Ахпỹртре октябрĕн 14-21-мĕшĕсенче, Туçа ял тăрăхĕнче октябрĕн 21 _ ноябрĕн 1-мĕшĕсенче ĕçлет. Курав пынă тапхăрта ялти культура çуртĕнче вăй хуракансем концертсем йĕркелеççĕ?

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика