Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Яту сан вилĕмсĕр, салтакăмăр!

11 мая 2016 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа çулĕсем хушăнсах пыраççĕ пулин те, уяв пĕлтерĕшĕ çулсеренех ỹссе пырать. Пирĕн паянхи пурнăçшăн пуç хунă салтаксен ячĕ вара ĕмĕр вилĕмсĕр. Çакна майăн 8-мĕшĕнче вырăнти ял тăрăхĕсенче, Çĕнтерỹ кунĕнче вара Патăрьелĕнче иртнĕ митинг, асатте-кукаçисен, çывăх тăванăмăрсене хисеп туса строя тăнă мăнаçлă "Вилĕмсĕр полк" тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Район центрĕнче ирпе- ирех вăрçă вăхăтĕнчи чуна çỹçентерекен юрăсем пĕрин хыççăн тепри черетленчĕç. Ирхине тăхăр сехет иртсенех ĕç коллективĕсен капăр колоннисем яланхилле Мухтав обелискĕ умне мар, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула хирĕçли лапама пуçтарăнчĕç. Колонна умĕнче _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ чĕрĕ коридорпа вăрçă пирчейми суран туса хăварнă тăванĕсен, аслашшĕ-кукашшĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене танлăн йăтса пыни уяв сĕмне тата ытларах пуянлатрĕ. Вăрçă тискерлĕхне пула 18 _ 19 çулсенчех çичĕ ютра канлĕх тупнă "Вилĕмсĕр полкри" салтаксем пĕринчен тепри çамрăк, илĕртỹллĕ...

Уяв митингĕ пуçланиччен хисеплĕ ветеранăмăрсене яланхиллех чыслăн автомашинăсемпе илсе килсе вырнаçтарнă хыççăн колоннăра тăракансене вăрçă вăхăтĕнчи тепĕр сюжет тыткăнларĕ: велосипедпа уява çитнĕ çамрăк почтальонсем ветерансемпе тыл хастарĕсене истори страницине çырăнса юлнă виçĕ кĕтеслĕ çырусене валеçрĕç.

Митинга район администраци пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин Патăрьел районĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков, ЧР Пуçлăхĕн канашçи, хамăрăн ентеш Лев Кураков академик, ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Евгений Семенов, 1 рангри капитан Игорь Сапожников, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов, Шăнкăртамри Тĕп собор мечĕтĕнчи Рифкать Крганов имам тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинга Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев уçрĕ, пурне те Çĕнтерỹ кунĕпе саламларĕ. Уяв саламĕпе çыхăннă митинга малалла тăснă май район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти вăрçă ветеранĕсене, тыл паттăрĕсемпе салтак арăмĕсене, вăрçă нушине хăйсен чĕри витĕр кăларнă ытти çынсене çутă та хисеплĕ уявпа чун- чĕререн ăшă сăмахсене çитерчĕ: "Вăрçă çулне паттăррăн утса тухнă хисеплĕ ветерансем умĕнче паян эпир çĕре çити пуç таятпăр. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă паттăрсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç. Патăрьелсен хамăр ентешсемпе мăнаçланма сăлтавĕ пысăк. Çĕнтерỹ кунĕ умĕн уçнă Паттăрсен Асăну аллейинче Совет Союзĕн Геройĕсен, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсен ячĕсем район историйĕшĕн уйрăмах пысăк сас паллипе çырăнса юлнă ятсем...", _ терĕ Рудольф Васильевич ветерансем умĕнче пуç тайнă май. Çĕнтерỹ кунне паллă тума хутшăннă ытти хăнасем те район ĕçченĕсене Çĕнтерỹ кунĕпе саламларĕç.

Ĕç коллективĕсем ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлĕ хуриччен малтанах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи çамрăк армеецсем чăн-чăн салтаксенчен пĕрре те кая мар утса тухрĕç. Вĕсем хыççăн агротехникумри пулас салтаксем, районти тĕрлĕ çар ушкăнĕнче службăра пулнă ветерансем умлă-хыçлă утса тухса парада илем кỹчĕç. "Вилĕмсĕр полкпа" юнашарах учительсен хорĕ "Бессмертный полк" юрра шăрантарнă чухне вара чылай ватă çыннăн куçĕсем те шывланчĕç...

Майăн 9-мĕшĕпе çыхăннă уяв Патăрьелсемшĕн çакăнпа çеç вĕçленмерĕ. Каçхине район центрне илем кỹрекенсем, савăнăçлă кăмăл парнелекенсем районти культура çурчĕ çумĕн- чи артистсемпе ытти сцена ăстисем пулчĕç. Пурин кăмăлне те кайнă салют хыççăн та Патăрьел тỹрех шăплăха куçмарĕ-ха, çамрăксем ташă каçĕн-че савăнчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика