Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кил илемĕ _ килĕшỹ

29 апреля 2016 г.

"Лапка-лапка шур юр çăвать,

Çĕр çине мар, ман пуç çине"

(Юрăран).

Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ. Çавнашкал çын ура çинче те çирĕп тăрать, хăйне хăюллă тытать. Ыранхи кун ăна хăратмасть. Патăрьелĕнче пурăнакан Венера Константиновнăпа Александр Степанович Леонтьевсемпе курса калаçнă хыççăн çуралчĕ çакăн пек пĕтĕмлетỹ. Ку таврара вĕсене пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕнче кил вучахĕн управçи 70 çул тултарать. Аслă çĕнтерỹ кунĕнче мăшăрĕпе, Александр Степановичпа пĕрлешнĕренпе 50 çул пулать. Ылтăн туя паллă тума тăванĕ- сене, тус-юлташĕсене кĕрекене йыхравласшăн вĕсем.

Венера Константиновна Кивĕ Катек ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ, Константин Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен орден-медальпе таврăннă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче Крепков ячĕллĕ колхоз председателĕ, ялти пуçламăш шкулăн директорĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Амăшĕ, Варвара Захаровна, уй-хир бригадинче вăй хунă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.

Венера ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çул тытнă. Аттестат илнĕ хыççăн тăван яла юлнă. Аслисемпе пĕрле бригадăри ĕçсене хутшăннă: утă çулнă, улăм пуçтарнă, кĕлете тырă кĕртнĕ, ашшĕ-амăшне кил-тĕре- шĕнче пулăшнă, тутлă апат-çимĕç пĕçерсе савăнтарнă.

1965 çулта хĕр Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятине ĕçе вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă кунта. Турă çырнипе те çакăнтах паллашнă. Упамса каччипе, райпори суту-илỹ оборудованийĕсене юсаса тăракан техникпа, Александр Степанович Леонтьевпа, 1966 çулхи майăн 9-мĕшĕнче туй кĕрлеттернĕ.

Паллă куна Упамсасем халĕ те манман-ха. Туй вăрман уçланкинче иртнĕ, унта ялĕпех савăннă, çамрăк мăшăрсен паркне уçнă.

Венера Константиновнăна ĕçри хастарлăхшăн нумай Хисеп грамотисемпе, Мухтав хучĕсемпе чысланă, темиçе хутчен райпори хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнă. Вăлах коммунизмла ĕç ударникĕ, тăххăрмĕш пилĕк- çуллăх ударникĕ...

Ĕçри ăнăçу мăшăртан та нумай килет. Ку енĕпе Венера Константиновнăна Турри кỹ- рентермен, Александр Степановичпа пĕр- пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ. Вĕсен юратăвĕ иксĕлмест, пĕр-пĕринсĕр пĕр кун та пурăнаймаççĕ.

Александр Степанович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне тăваттăра çеç пулнă. Ашшĕ, Степан Тихонович, Карелипе Фин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. Амăшĕ, Анна Андреевна, сакăр ачине вăрçă çулĕсенче пĕчченех пăхнă. Мĕн пур йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Çапах чăтнă, тỹс- нĕ, ачисене выçă лартман.

Александр 1951 çулта 7 класс хыççăн "Красная поляна" колхозра ĕçленĕ. 1953 çулта ялти пилĕк каччă хăйсен ирĕкĕпе ФЗОна кайнă. Вĕренсе специальность илнĕ хыççăн шахтăра каменщикра, мотористра, дежурнăй электрика пулăшаканра вăй хунă, хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнă.

1956-1959 çулсенче Александр çар тивĕçне пурнăçланă, мухтав хучĕсене тивĕçнĕ. Киле таврăнсан пĕр хушă Упамсари клуб заведующийĕ пулнă. Братск ГЭСне тунă çĕрте, Шиткинскри вăрман хуçалăхĕнче, Канашри АТКра, химкомбинатра, Спутник хулине çĕкленĕ çĕрте вăй хунă. Каярахпа Патăрьелĕнчи райпо системине водитель-товароведа вырнаçнă. Вăлах диспетчер-инженер, автоĕç учителĕ, ВДОАМ инспекторĕ, преподаватель тата ытти те. Ылтăн алăллăскерĕн тытса туман ĕçĕ те çук...

Александр Степанович "Авангард" хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. Республикăри хаçатсемпе те çыхăну тытать, сăвăсем те çырать. Пушă вăхăтра алла хуткупăс тытать. 80 çула çывхарать пулин те çамрăк курăнать, тĕреклĕ, вăй-питти. Çакă çемьери килĕшỹрен нумай килет. Мăшăр кăвакарчăнпа танлаштарас килет манăн вĕсене.

Венера Константиновнăпа Александр Степанович ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ. Шел, Николай Чернобыльти аварие пула 40 çула çитиччен те пурăнайман. Çамрăк каччă çар тивĕçне шăпах çав вырăнта пурнăçланă.

Хĕрĕ, Галина, икĕ аслă пĕлỹ илнĕскер, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлет, çемьеллĕ. Мăшăрĕ Ю. Краснов та кунтах вăй хурать, ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ.

Венера Константиновнăпа Александр Степанович çулсем шултраланаççĕ пулсан та пурнăç сукмакĕпе тикĕс утма тăрăшаççĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Телейлĕ мăшăр паян та пĕр йăвари кайăк- сем пек чĕвĕлтетсе çеç пурăнать. Алă усса ларма хăнăхман вĕсем. Сад пахчинче улма-çырла, пахча-çимĕç, чечексем çитĕн- тереççĕ. Картиш тулли чăх-чĕп, кăркка, хур-кăвакал усраççĕ. _ 100 çула çитеймесен те алла туя тытмасăр чылай пурăнасчĕ-ха,_ теççĕ Леонтьевсем.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика